Кузьмин Лев Леонидович

Кузьмин Лев Леонидович (1937 çулта Тутарстанăн Тăмпарлă ялĕ, Пăва районĕ — ?) — чăваш прозăçи, драматургĕ.

Лев Кузьмин
Çуралнă чухнехи ят: Кузьмин Лев Леонидович
Çуралнă вăхăт: 1937
Çуралнă вырăн: Тăмпарлă ялĕ, Пăва районĕ, Тутар АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, драматург
Жанр: повеç, роман, пьеса, калав
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Кузьмин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1937 çулта Тутарстанăн Пăва районĕнчи Тăмпарлă ялĕнче çуралнă.

Урал патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. «Магнитогорский рабочий», «Советская Чувашия», «Тракторостроитель» хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Кăларнă кĕнекесем:

  • «Неласковые берег» (Ачашламан çыран, 1984);
  • «Отчий дом» (Тăван кил, 1988);
  • «Дождь с градом» (Пăрлă çумăр, 1989)

Чăваш академи драма театрĕ сцени çинче «Ирхи кайăк сасси», «Ачашламан çыран» пьесисене лартнă.

Каçăсем

тӳрлет