Кузнецов Григорий Ильич
Кузнецов Григорий Ильич (1907-1974)—сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Самар облаçĕн Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Кузнецов Григорий Ильич | ||||
Çуралнă вăхăт | 1907-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Тăварăм Самар облаçĕн Шунтал районĕ Куйбышев облаçĕ РСФСР | |||
Вилнĕ вăхăт | 1974-мĕш çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕ | |||
Вилнĕ вырăн | Тăварăм Самар облаçĕн Шунтал районĕ Куйбышев облаçĕ Раççей | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | пехота | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1944 | |||
Хисеп | ||||
Чаç | 331-мĕш стрелоксен дивизин 1106-мĕш стрелоксен полкĕ | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетЯлти шкула пĕтернĕ хыççăн тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. 1941--мĕш çулта ăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Çав çултанах фронтра[1].
1944 çулхи утă уйăхĕнче Григорий Кузнецов сержант 331-мĕш стрелоксен дивизин 1106-мĕш стрелоксен полкĕн отделени командирĕ. Белорусин Минск облаçне ирĕке кăларнă чухне палăрнă.
1944 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кузнецов отделенийĕ Борисов хули патĕнче Березина урлă каçса плацдарм ярса илсе тĕп вăйсем пыриччен тытса тăнă[1].
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 24.03.1945 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ[1].
1974 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче вилнĕ.
Чыславсем
тӳрлет- Ленин орденĕ
- медалсем
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Кузнецов Григорий Ильич (выр.). [1]. Тĕрĕсленĕ 29 Юпа уйӑхӗн 2013.
Вуламалли
тӳрлет- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382
Каçăсем
тӳрлетКузнецов Григорий Ильич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |