Куҫнăлăх

(Куçнăлăх ҫинчен куҫарнӑ)

Куçнăлăх[1]ĕскер уçлăхра, вăхăт иртнĕçемĕн, суйласа илнĕ пуçлав системипе танлаштаруллăн, хăйĕн вырăнне улăштарнине кăтартакан кап. Ĕскере материаллă пăнчă пек курма пулать. Материаллă пăнчăн малтанхи (пуçламăш) тата кайранхи (вĕçĕнчи) вырăнĕсене кăтартса унăн координачĕсен улшăнăвне палăртакан вектор шăпах çак тĕлти куçнăлăх пулать те ĕнтĕ[2]. Ăна ытларах чухне паллăпа палартаççĕ - итал. spostamento (куçнăлăх).

Куçнăлăх (симĕс йĕр) тата траектори (кăвак йĕр)

векторăн модулĕ — куçнăлăх модулĕ, пĕрчĕсен тĕнчери системинче метрпа виçеççĕ; СГС системăра — сантиметрсемпе.

Траектори тăршшĕне урăхла çул тăршшĕ теме пулать. Вăл — скалярла физикăлла кап. Тÿрĕ йĕрпе куçнă чухне çул тăршшĕ тата куçнăлăх модулĕ пĕр-пĕринпе тан. Кукăр йĕрпе куçнă чухне апла мар.

Пăнчăн самантлăх хăвăртлăхĕ куçнăлăха вăхăтăн пĕчĕк татăкĕ çине пайланин чикки пек палăрăнать. Çирĕпрех палăртавпа:

.

Вуламалли

тӳрлет
  • Яковлев В. И. Предыстория аналитической механики. — Ижевск: НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», 2001. — 328 с. — ISBN 5-93972-063-3..
  • Бурдун Г. Д., Базакуца В. А. Единицы физических величин. — Харьков: Вища школа, 1984.
  • Яворский Б. М., Детлаф А. А. Справочник по физике. — М.: Наука, 1981.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Кунта куçни, куçăм тата ытти синонимларах сăмахсем мая килсех каймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен чăваш чĕлхинче ку статьяра çырса кăатартнă пек пĕлтерĕш çукрах.
  2. ^ Перемещение — Физика энциклопедиĕнчи статья