Ксенофонтов Иван Ксенофонтович

Иван Ксенофонтович Ксенофонтов (1926, кăрлач, 3, Килтĕш ялĕ, Етĕрне районĕ, ЧАССР — 2014, чӳк, 3, Шупашкар, Чăваш Республики ) — актер, театр ĕçченĕ, тăлмач, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер.[1][2]

Иван Ксенофонтов
Çуралнă чухнехи ят: Ксенофонтов Иван Ксенофонтович
Çуралнă вăхăт: 1926, кăрлач, 3
Çуралнă вырăн: Килтĕш ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2014 çул, чӳк, 3
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Професси: опера, драма артисчĕ
Гражданлăх:
Театр: Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Зорин, милиционер Геронтьев, Сипаков, Морковкин
Спектакльсем: «Хурăнлă çулпа» (Тукташ- Белов), «Ял кулли» (В. Ржанов), «Никита Бичурин» (В. Романов), «Алла алă çунă чух (Н. Айзман)

Биографи тӳрлет

1926 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнче çуралнă. Етĕрнери педагогика училищинче вĕренсе тухнă.

Сарăту консерваторин чăваш опера студинче пĕлӳ пухнă, 1950-1957 çç. – Театр ӳнерĕн А. В. Луначарский ячĕллĕ институчĕн театр пĕлĕвĕн уйрăмĕнче вĕреннĕ.

Шкулта вăй хурса тăрăшнă. Куçăмлă колхоз театрĕсенче ĕçленĕ. 1958 çултанпа – Чăваш патшалăх мусăк-драма театрĕнче актер, директор çумĕ, кайран директорĕ пулса ĕçленĕ. Директор вырăнĕнче Чăваш патшалăх филармонинче, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче, Вырăс драма театрĕнче, «Родина», «Сокол» кинотеатрсенче тăрăшнă.

Паллă ĕçĕсем: Зорин («По березовой дороге» М. Белов пьеси, И. Тукташ повеçĕпе), милиционер Геронтьев («Курам на смех», В. Ржанов), Сипаков («Никита Бичурин», В. Романов пьеси), Морковкин («Рука руку моет», Н. Айзман пьеси). Илемлĕ фильмсене чăвашла куçарнă ĕçсене хутшăннă.

Чыславсем тӳрлет

  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ,
  • Жуков медалĕ,
  • «За Отвагу» медаль,
  • «Кенигсберга илнĕшĕн» медаль,
  • «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль,
  • Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн хисеплĕ грамоти.

Вуламалли тӳрлет

  1. Eливанова, Г., "Чун ватăлмасть", Чăваш ен. – 1997. – 20-27 раштав (№ 52). – С. 5.
  2. Еливанова, Г., "Чун юратӑвӗ – театр", Хыпар. – 2006. – 2 пуш. – С. 4.
  3. Еливанова, Г., «Чунăм театрах туртăннă», Хыпар. – 2011. – 17 нарăс. – С. 4. -
  4. Большаков, А. К. Ксенофонтов Иван Ксенофонтович / А. К. Большаков // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 128.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет