Крылов Николай Иванович

Никола́й Ива́нович Крыло́в (ака, 29 1903, Галяевка Сарăту кĕперни — нарăс, 9 1972, Мускав) — совет çарпуçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

16 çулта хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. 1920 çулта пехота курсĕсене ăнăçлă вĕçлесен, ăна взвод командирĕ, рота командирĕ пулать, 19 çулта батальонпа командăланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Н. И. Крылов çарăн операци уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă. Севастополе хӳтĕленĕ. Сталинград çапăçăвĕнче çар штабĕн пуçлăхĕ.

Германие çĕнтерсен Николай Иванович вместе с 1-мĕш Инçет Тухăç фрончĕн çарпуçĕпе К. А. Мерецков Совет Союзĕн Маршалĕпе пĕрле 3-мĕш япун çарне хирĕçле чăрсăррăн тухнă. Артиллери пулăшăвĕсĕр, совет çарĕсем тăшмана хупăрласа çирĕплетнĕ хӳтĕлев çурт-йĕрĕсене пĕтернĕ. Çакăн пек ахальхи пек мар меслетпе стратеги ыйтăвĕсене тупсăмланăшăн Н. И. Крылова Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ туса хураççĕ. Каярах Николай Иванович Урал, Ленинград тата Мускав вăрçă тăрăхĕсемпе командăланă. 1963 çулта СТРÇ тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнĕнче.

Тĕп Çарпуç вырăнĕнче

тӳрлет

Н. И. Крылов чылай вăхăт ун чухнехи СССР хӳтĕлев министрĕ Р. Я. Малиновский ăна çĕнĕ çар ăрачĕн ертӳçĕ пулма ӳкĕтленине килĕшӳллĕ хурав паман. Кариб кризисĕ иртсен СТРÇ аталантарма йышăннă . 1965 çулта, АПШ хӳтĕлев министрĕ Р. Макнамара евичĕпе, АПШ çарĕнче 650 баллистика ракети пулнă, Совет Союзĕн 200 çеç. Н. И. Крылов, М. К. Янгель конструктор тата урăх ăстаçăсем çĕнĕрех шахтăри хăпартав хатĕрĕсене (ШХХ) тата çĕнĕ çапăçав ракета комплексĕсене (ÇРК) çара илме тытăннă. М. К. Янгель хăйĕн КБ Р-12 ракетăран инçерех вĕçекен ракета хĕçпăшалĕн çĕнĕ тĕсĕсене тунă. 1966 çулта Совет Союзне Шарль де Голль килет. Н. И. Крыловпа пĕрле вăл Çĕн Çĕпĕрте ракета дивизине инспекцилет, ун хыççăн Л. И. Брежнев чĕннипе, Казахстанри Ленинск полигонĕнче кăтартуллă ракетăна тӳпене хăпартнă çĕрте пулать .

Н. И. Крылов 69 çулта вилнĕ, ăна Кремль хӳмин некрополĕнче пытарнă . Унăн ятне Одинцово хулин урамне панă.

Вăл çара ертсе пынă тапхăрта 1965 çулта СТРÇ çапăçав уставне хатĕрлесе йышăннă.

Николай Иванович сунара тата пулла çӳреме юратнă. Ăна «Искра» волейбол клубĕн «ашшĕ» теме пулать. Тĕп çарпуçĕсем хушшинче пĕрремĕш çарта пулашав хуçалăхсене йĕркелеме хушнă.

Чыславсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

  Крылов Николай Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

  • Военоначальники РВСН. Вып. 2. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1999.
  • Главкомы стратегичесих. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1996.
  • Книга памяти РВСН. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1997.