Татьяна Конюхова 1931 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче Ташкентре (Узбек ССР) çуралнă. Амăшĕ килте тăрăшнă. Ашшĕ гитара çинче вылянă, амăшĕн питĕ хевтеллĕ сасă пулнă, ытларах украин юррисене шăрантарнă. Ашшĕн тымарĕ Полтава таврашĕнчен тухнă, амăшĕ — Харьков патĕнчен. Маçакăшĕ — пылак туса сутакан Терещенко кил çĕрĕсен агрономĕ. Ашшĕпе амăшĕ Вăтам Азире паллашса пĕрлешнĕ. 1946 çулта ашшĕне Латвие ĕçе куçарнă, çапла вара Конюховсен çемьи Ригăна куçса кайнă. Шкула Лиепаяра вĕçленĕ. 1949 çулта Мускава килсе ВГИКа (Б. В. Бибиков тата О. И. Пыжова ăста лаççи) вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсрах ăна Александр Роун«Майская ночь, или Утопленница» фильмĕнче дебют тунă. 1955 çулта аслă пĕлӳ дипломне тивĕçсе Малый театр труппине кĕнĕ те «Иванов» пьесăра Саша рольне вылянă.