Константинов Леонид Сергеевич

Константинов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Константинов Леонид Сергеевич - Раççей паттăрĕ, подполковник, вертолет эскадрильин командирĕ.

Леонид Сергеевич Константинов
Çуралнă вăхăт 1961 çул, акан 9-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Çăкалăх ялĕ
Йĕпреç районĕ,
Чăваш Ен, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2001 çул, çăвăн 3-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Ингушети
Пăхăнулăх СССР РФ
Çар ăрачĕ ФХХ
Хĕсмет çулĕсем 1978-2001
Хисеп
Подполковник
Подполковник
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш чечен вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Раççей Паттăрĕ
Раççей Паттăрĕ
Хăюлăх орденĕ

Кун-çулĕ тӳрлет

Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче çуралнă. 1978-1982-мĕш çулсенче Сызраньти аслă çар училищинче вĕрĕнет. 1982-мĕш çулта Константинов лейтената Грузине Чикĕ çарне яраççĕ. Çав çулах хăйĕнпе пĕр классра вĕреннĕ Козлова Людмила Николаевнăпа çемье çавăраççĕ.

Афганистанра пулать. Федераллă чикĕ хурал çарĕсенче хĕсметре, Çурçĕр Кавказри регион управленинчи уйрăм авиополкĕн эскадрилья командирĕ пулса, тăнă.

2001-мĕш çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ингушетинче вĕçнĕ чухне вертолетне чечен боевикĕсем персе лектереççĕ. Борт çинче 14 çын пулнă, вĕсен хушшинче Патшалăх Думин депутачĕсем Алексей Арбатов («Яблоко») тата Евгений Зелень («Регионы России»). 100 м çӳллĕшĕнче вĕссе пынă чухне вертолета переççĕ. Л.Константинова кăкăрĕпе хулпуççинчен 6 пульă лекет. Юнне çухатнă пулсан та вăл экипажа ертсе пынă. Штурвала В. Норов штурман тытнă. Вилмелле амантнă командирпа экипаж вертолета Назрань хули патĕнче лартнă, пассажирсен пурнăçне çăлса хăварнă. Константинов хоспитăле илсе кайнă чухне вилнĕ. Çемьи ыйтнипе Шупашкари Карачурти масарта пытарнă.

Чыславсем тӳрлет

  • Раççей паттăрĕ (вилнĕ хыççăн).

10 ытла орденпа медаль.

  • Тăван ялĕнчи пĕр урамне тата вăтам шкула ун ятне панă.

Каçăсем тӳрлет