Койпер Джерард Петер

нидерландсенче çуралнă астроном

Джерард Петер Койпер (акăл. Gerard Peter Kuiper[1], гол. Gerrit Pieter Kuiper[2] – (07.02.1905, Харенкарспел (en:Harenkarspel), Нидерландсем- 03.02.1973, Мехико) - астрономи енĕпе ĕçленĕ ăсчах.

Койпер Джерард Петер
Gerard Peter Kuiper
Çуралнă вăхăт: 7 нарăс 1905
Çуралнă вырăн: Харенкарспел (en:Harenkarspel), Нидерландсем
Вилнĕ вăхăт: 03 нарăс 1973
Вилнĕ вырăн: Мехико Мексика
Патшалăх:

Нидерландсем, США

Ăслăх сфери: астрономи
Альма-матер: Лейден университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Генри Норрис Рассел парни (1959) Жюль Жансен парни (1951)

1935- 1937-мĕш çулсенче Гарвард обсерваторийĕнче ĕсленĕ. Уран планетăн Миранда (1948), Нептунăн — Нереида (1949) спутникĕсене, Марс атмосферинче СО2, Сатурна спутникĕн Титанăн атмосферине уçнă. Платон планетан диаметăрне виçме хăтланнипе паллă. Уйăхан фотографисен темиçе атласне калапланă. Нумай йĕкĕр çăлтăр тата шурă карлик тупса палăртнă. Ун ятне Нептун орбити хыçĕнчи чулпа пăр катăкĕсенчен тăракан пиçихине панă. Койпер ку пиçиххи пулассине хирĕçленине пăхмасăр [3], 1980-мĕш çулта Уругвай астрономĕ Хулио Анхель Фернандес пуррине çирĕплетсе ун ятне панă. Тата Койпер ятне астероида (1776 Койпер), Уйăх, Марс тата Меркури çинчи кратерсене панă.

Койпер парни

тӳрлет

КАшни çул Шаблон:Куçарман 5 Америка астрономи пĕрлĕхĕ планетологипе пысăк пĕлтерешле ĕçсемшĕн Койпер парнине парать.

Тата пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Колчинский И.Г., Корсунь А.А., Родригес М.Г Астрономы: Биографический справочник. — 2-е изд., перераб. и доп.. — Наукова думка.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Правильным вариантом передачи с английского является Джерард Питер Кайпер (см. фактическое произношение).
  2. ^ Правильным вариантом передачи с нидерландского является Геррит Питер Кёйпер.
  3. ^ Ледяные сателлиты Солнца