Кисан облаçĕн Ермиш районĕ
Ӳкерчĕк:Ермишь Ряз.PNG Е́рмиш рай́онĕ — Кисан облаçĕн (Раççей) административлă пайĕ. Административлă тĕпĕ — Ермиш посёлокĕ.
Тавралăхĕ
тӳрлетÇĕр-шыв лаптăкĕ — 1342 çм2. Муниципалла йĕркеленӳ Кадом, Касимов, Пителин районĕсемпе, çаплах Мордва Республикипе тата Чулхула облаçĕпе чикĕленет.
Кун-çулĕ
тӳрлетXVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Еремша шывĕ çинче Аносов дворян çемйин çĕрĕсем вырнаçнă пулнă. Майĕпен вĕсене çĕр ĕçлекенсем харпăрлаççĕ, 1628 çул тĕлне пĕрремĕш пурăну вырăнĕ - Темник уесĕн Аносово ялĕ пулса тăрать. Унта 170 кил пулнă, çав шутра 155 – çĕр ĕçлекен, 1 бояр, 4 – чун-чĕмлĕх.
1628 çулта кунта юман пĕренисенчен Михаил Архангелăн пĕчĕк чиркӳ туса лартнă, вара Аносово çумне тепĕр ят – Архангельское — хушăннă.
XVIII ĕмĕрте Аносово Ермиш вулăсĕн тĕпĕ пулать, ăна Ермиш ята куçараççĕ. "Историко-статистическое описание Тамбовской иерархии" кĕнекере ăна "Аносово, Ермишь тож (Архангельское)" тесе çырнă.
1890 çулта Ермиш ялĕнче 695 кил пулнă, 5786 çын пурăннă.
1911 çулта кунта 4718 çын пурнать, пульницă, почтă-телеграф уйрăмĕ, икĕ шкул: чирку-прихут - хĕрарăм тата министерствăн, ике класлă, йывăçпа тимĕр ал ăстине вĕрентнĕ.
Колхоз тапхăрĕнче (1929 – 1939 çç.) Ермиш район территоринче 58 колхоз тата 36 ял канашĕ туса хунă.
Политика
тӳрлетАдминистративлă тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлетРайонта 10 пин çын пурнать, çав шутпа хула никĕсĕпе 4 пине яхăн çын. Пурĕпе кунта 60 пурăну вырăнĕ.
Района 13 тăрăх кĕрет:
- Ермиш поселок тăрăхĕ (р. п. Ермишь);
- Ази ял тăрăхĕ (с. Азеево);
- Большеляхово ял тăрăхĕ (с. Большое Ляхово);
- Власов ял тăрăхĕ (с. Власово);
- Мердуш ял тăрăхĕ (с. Мердушь);
- Кафти ял тăрăхĕ (с. Кафтейка);
- Надежкино тăрăхĕ (с. Надежка);
- Нарми ял тăрăхĕ (с. Нарма);
- Савватемский ял тăрăхĕ (с. Савватьма);
- Свестурский ял тăрăхĕ (с. Свестур);
- Сăпас-Рамен ял тăрăхĕ (с. Спас-Раменье);
- Турмати ял тăрăхĕ (с. Турмадеево);
- Царевский ял тăрăхĕ (с. Царево).
Этеплĕх, çутĕç
тӳрлетПалă вырăнĕсем
тӳрлет- Токмак çăлкуçĕ
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Облаç администрацийĕн сайтĕнче 2006 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |