Кисан облаçĕн Шацк районĕ

Ша́цк райо́нĕКисан облаçĕн (Раççей) кăнтăр-тухăçĕнчи районĕ. Административлă тĕпĕШацк хули.

Тавралăхĕ тӳрлет

Çĕр-шыв лаптăкĕ —2400 çм2. Район çурçĕр енче Сасовпа Чучка районĕсемпе, анăçĕнче — Шиловпа Сарай районĕсемпе, кăнтăрĕнче — Тамбовпа Пенза облаçĕсемпе, тухăçĕнче — Мордва Республикипе чикĕленет.

Тĕп шывĕсем — Цна, Выша, Шача, Вокша, Кермиç, Аза.

2 шывуправĕ - Борква Цна çинче тата Затон Выша çинче. Чи калăп кӳлли - Ореховое.

Район территорине вăрман чылай хуплать. 2 вăрман хуçалăхĕ ĕçлет. Çĕр айĕнчи управсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, хăйăрĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ тӳрлет

Районта 29,2 пин çын, çав шутра хула никĕсĕпе 7 пине яхăн çын пурăнать. Пурĕпе 131 пурăну вырăнĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Шацк енĕ Кисан çĕрĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă пулнă. Çавăнпа та XVI ĕмĕрте кунта хӳтĕлев çурт-йĕр нумай пулнă, XVI ĕмĕр-XVII ĕмĕр ĕмĕрсенче Мăн заскă йĕрĕнчи Шацк заскă йĕрне туса хунă.

1779çултанпа Шацк Тамбов кĕперни шутĕнче. 1923 çулта Шацк уесĕ Кисан кĕпернине кĕрет. 1925 çулта уеса салатаççĕ те Сасов уесĕ çумне хушаççĕ.

1929 çулта Шацк районе йĕркелеççĕ. Хальхи муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕн территорине Кисан облĕçтăвкомĕн 1977 çулхи пушăн 29-мĕшĕнчи 65-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе палăртнă.

Транспорт тӳрлет

Район витĕр федераллă тата облаç шайлĕ МускавСамар, Тамбов — Шацк, Шацк — Касимов автомагистральсем хывнă.


Кисан облаçĕн районĕсем
Ермиш районĕ | Захарово районĕ | Катăм районĕ | Касимов районĕ | Клепиков районĕ | Кораблино районĕ | Милославски районĕ | Михайлов районĕ | Çĕньял районĕ | Пителин районĕ | Пронски районĕ | Путятински районĕ | Рыбновски районĕ | Ряжск районĕ | Кисан районĕ | Сапожковски районĕ | Сарай районĕ | Сасово районĕ | Скопин районĕ | Сăпас районĕ | Старожилов районĕ | Ухоловски районĕ | Чучково районĕ | Шацк районĕ| Шилов районĕ |


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.