Киринка (юханшыв)

Киринка, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Сундовик шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв Ивановски ял çывăхĕнче, унтан икĕ çухрăм кăнтăралла пуçланать. Семово ял патĕнче Сундовик шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вунă патнелле.

Киринка ытларах пайĕпе çурçĕр-хĕвеланăçнелле юхать. Юханшыва виçĕ вырăнта пӳлсе пĕвесем тунă.

Юханшыв хĕрринчи ялсем: Ивановски, Синцово, Семово.