Кастамону
Кастамону (турккăла: Kastamonu, грекле: Κασταμόνου) Турцири Кастамону илĕн тĕпхули. Хулара 103 340 çын пурăнать (2000). Лаптăкĕ 1482 тăваткăл çухрăм. Илĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă. Мэрĕ Турхан Тончуоглу.
Кунçулĕ
тӳрлетКастамону пирĕн эрăнчченхи 18 ĕмĕренче никĕсленĕ. Рим империйĕнчи вăхăтра ăна Тимонион та тенĕ.
Тĕрĕк Тĕнчин Кунĕсем
тӳрлетКастамону хулинче çулсеренех Тĕрĕк Тĕнчин кунĕсем иртеççĕ. Унта черетлесе тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен представителĕсене чĕнеççĕ.
2007 çулта чăвашсене йыхравланă. Чăваш центрĕн ертӳçи Илле Иванов журналист, сăвăç ертсе пыраканччĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи Николай Николаев юрăçпа Шупашкар районĕнчи Çĕньялти пултарулăх çурчĕн ушкăнĕ хутшăннă.
ХI Тĕрĕк Тĕнчин Кунĕсем Кастамону хулин тĕп лапамĕнче уçăлнă. Ют çĕр-шывсенчен килнĕ делегацисенчен чи малтан Илле Иванова сăмах пачĕç. Вăл турккă чĕлхипе чăваш халăхĕ, Чăваш Ен çинчен каласа панă, чăваш фольклорисчĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Тепĕр кунне Тĕрĕк Тĕнчине аталантарас ыйтусемпе симпозиум иртрĕ. Унта Турцин патшалăх деятелĕсемпе, паллă ăсчахĕсемпе пĕрле ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тĕрĕк Тĕнчин Абдулхак Хамид Тархан ячĕллĕ поэзи премийĕн лауреачĕ Илле Иванов сăмах каланă.
Каçхине чăваш фольклор ансамблĕ Кастамону хулин тĕп паркĕнче гала-концерта хутшăнчĕ.
Каçăсем
тӳрлет- Кастамону сăнӳкерчĕкĕсем 2014 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăвашсем Турцире(ĕçлемен каçă) — Патăрьелĕнчи Авангард хаçатра тухнă статья.