Карта (карда), — вырăна уйăрса, карса, хӳтĕлесе тăракан хушă. Ял çумĕнчи вырăнсене пула ял картине тата йăлăм пусă, уй, укăлча, улăх, униче карти тесе калаççĕ. Ял карти яла хӳтĕленĕ. Ял карти хапхаллă. Ял карти ăшĕнче, урамра, çуллахи каçсенче, вылăха кĕртсе тăнă. Ку йăла 1950 çулсем тĕлĕнче çухалнă.

West Bank Fence South Hebron
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Карта (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Картана ял-хуласенче темĕнле япаларан та тытаççĕ: вĕрлĕкрен, кирпĕчрен, пăралукран, йĕплĕ пăралукран, решеткерен, сайхахран, çатан хăвинчен, тăпра чавса — тăпраран, тимĕртен, тимĕр-бетонран, хăмаран, хӳме пураран, чикмерен, чулран, шалчаран, шăтăрнăкран.

Паллах, çирĕп хула картишне тытнă çĕрте хаклă материалсемпе усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра ял картине пур ялта та тытмаççĕ.

Çав пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет