Вĕрлĕк
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Вĕрлĕк –ятарлă материал. Ăна е вĕтĕ вăрмана касса тăваççĕ, е ятарласа каштаран, хăмаран е пĕренерен тăваççĕ. Пĕренерен тунă чухне ăна çурмалла çураççĕ е ик енчен чутлаççĕ. Вĕрлĕкрен карта тытаççĕ, хапха майлаштараççĕ: вĕрлĕк карта, вĕрлĕк хапха.
Синонимсем: шăчă, сайхах, шерте тата ытти те. Сăмахсартан[1]:
(саjhах), жердь, слега. Н. Седяк. МПП. Сайхах, толстая жердь. СПВВ. МС. Сайхах — пĕчĕк вĕрлĕк. Хирле. Сир. Сайхах — шалча карта тытмалли кашта. Ст. Чек. Сайхах — кашта. СПВВ. Т. Сайхах тесе аслăк çине саракан вĕрлĕксене калаççĕ. Н. Карм. Аслăк çине саракан шертене сайхах теççĕ. N. † Аслăк çинчи сайхаха сайхах вырăнне ан хурăр. Б. Олг. Сайхах, жерди, которые кладутся на „капан ори“. || Жердинник. Кĕвĕсем. Анатран хĕвел тухать-çке сайра сайхах хушшинчен. С. Тим. † Хура вăрман сайхахне касаймарăм суйласа, çичĕ ютăн ачине каяймарăм суйласа. Альш. † Сайра вăрман сайхахне суйларăмăр йăштайне. С. Алг. † Сайра вăрман сайхахне татаймарăм суйласа. КС. Сайхах кĕпер, мост из жердей. Орау. Утă капань айне сайхах хурас пулать, атту çĕр çумĕнче утă кăвакарать.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Тезаврус Лингве Чувашорум (Ашмарин словарĕ)