Карлинов Илья Николаевич

Карлинов Илья Николаевич (1928, утă, 28, Чăваш АССР, Патăрьел районĕ, Çăл Атăк ялĕ — 2016, çу, 5, Çĕнĕ Шупашкар, Чăваш Республики) — протоиерей, Турă сăмахĕ ăслăхăн кандидачĕ, Çĕнĕ Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕ[1][2][3].

Илия протоиерей
Çуралнă чухнехи ят Карлинов Илья Николаевич
Çуралнă вăхăт 1928, утă, 28
Çуралнă вырăн Çăл Атăк ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 2016, çу, 5
Вилнĕ вырăн Çĕнĕ Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх СССР РФ

Кунçулĕ

тӳрлет

1928 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи (Чăваш АССР) Çăл Атăк ялĕнче çĕр ĕçтеш çемьинче çуралнă.

8 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илнĕ. 1949-1953 çулсенче Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре тăнă.

1956 çулта диакон санне лартнă, тепĕр çултан – иерей санне йышăннă. Каярах ăна протоиерей санĕпе тивĕçтернĕ.

1957 çулта Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче диакон пулса тăрăшнă. 1957-па – Канашри Сăваплакан Микулай чиркĕвĕн сăваплăх ĕçлевçи.

1963-па çак чиркĕвĕн тытăмçи ĕçне пурнăласа пынă, 1968-1974 çулсенчи унăн тытăмçи, çакăн хыççăн Шупашкарти Введени соборĕн штатне, Шупашкар-Чăваш епархин секретарĕ вырăнне куçарнă.

1967 çулта Мускаври чиркӳ семинаринче, 1969 çулта – Мускаври чиркӳ академинче, вĕренсе тухнă.

1975 çулта – Шупашкарти Введени кафедра соборĕн тытăмçи.

1989 çулта Илия аттене Çĕнĕ Шупашкарти кĕл тумалли киле куçарнă, çавăнта вара вăл ертсе пынипе Сăваплă Улатимĕр кнеçĕн храмне туса лартнă.

Чыславсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет