Ишекри тăван ен тĕпчев халăх музейĕ
Ишек халăх краеведени музейĕ, — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче вырнаçнă музей.
Кун-çулĕ
тӳрлетМузей икĕ хутлă çурта йышăнать. Музей çуртне Костин купса лартнă. Ялта пысăк чиркӳ пулнă май хăнасем питĕ нумай килсе çӳренĕ. Çак çурта вара Костин купса вĕсене хăналама тата каç выртмашкăн купаласа лартнă. Пĕрремĕш хутĕнче чайнăй пулнă, унта хăнасене чейпе хăналанă. Иккĕмĕш хутĕнче хăнасем каннă, каç выртмашкăн юлнă.
1943 çулта ку çуртра ачасен çуртне йĕркеленĕ. Унта вара Ленинградран блокада ачисене илсе килнĕ. Ачасен çурчĕ 1948 çулчен ĕçленĕ. 1983 çулта ача çуртĕнче ӳснĕ ачасем кунта килсе музей йĕри-тавра хурăнсем лартнă. Вăл хурăнсем халĕ те ӳсеççĕ.
Музейе уçма нумай ятлă-сумлă çынсем килнĕ: Чăваш АССРĕн КПСС облкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.П. Прокопьев, Раççей халăх ӳнерçи В.И. Мешков, тата ыттисем.
Каçăсем
тӳрлет- Музейра тунă сăнӳкерчĕксем 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.