Итĕлменсем
Итĕлменсем (Шаблон:Lang-itl, кив. камчадалсем) — Камчатка çурутравĕнче пурăнакан халăхсенчен пĕри. Итĕлмен чĕлхипе калаçаççĕ. Камчатка Енри Коряк тăрăхĕн Тигиль районĕнче 1179 çын, Магадан облаçĕнче 509 çын пурăнаççĕ.
Итĕлменсем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Пурӗ: ▼ 2596 (2021 ç.)
| |
Чĕлхе | вырăс, итĕлмен |
Тĕн | православи, шаманизм |
Тăван халăхсем | чукчăсем, коряксем, керексем, алюторсем, камчадалсем |
Итĕлмен ушкăнĕсем
тӳрлетXVIII-XIX ĕмĕр пуçламăшĕсенче итĕлменсене темиçе ушкăна уйăрма май пулнă. Вĕсен кашнин хăйĕн культури, хăйсен уйрăм ячĕ пулнă. Çак ушкăнсене асăнма пулать: Камчатка, Авачински, Мăн Рецки, Анăç, Хайрюзовски ушкăнĕсем. Ку вăхăтра вĕсен пурăнакан вырăнĕ Камчаткăн анăç енче Тигиль юханшывĕ çити çитнĕ, тухăç енчи чики Ука юханшывĕ хĕррипе иртнĕ. Кăнтăр енчи çĕрĕсем Лопатка сăмсахĕ таранах çитнĕ.
XIX ĕмĕр пĕрремĕш çурринче пурăнакан çĕрĕсем çаплипех юлнă пулин те итĕлмен ялĕсен шучĕ сахаланма тытăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче итĕльменсем Камчаткăн анăç çыранĕ хĕрринче кăна тăрса юлнă.
Халăх пултарулăхĕ
тӳрлетКурак (Кутх) çинчен каласа паракан юмахсен ярăмĕ питĕ паллă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче В. И. Иохельсон вырăс этнографĕ питĕ нумай халăх юмахĕсене çырса илнĕ.
Тĕне тытни
тӳрлетИтĕлменсен тĕнĕ — анимизм, тотемизм, фетишизм. Вĕсем ыр сывлăшсене, хуçасене пуççапаççĕ. Митг («тинĕс хуçи») ятлă турри тĕп çимĕçе, пулла, панă май ăна самай пуççапнă. Мăн турра вĕсем ĕненмен. Çĕр-шыва тăваканни Курак (Кутх) шутланнă. Вĕсен шаманизм та пулнă, анчах та шаманĕсен уйрăм тум-тирпе бибнĕ пулман. Шамансем ытларах енчен хĕрарăмсем пулнă.
XVII ĕмĕр варринчен пуçласа итĕлменсем христианлăха ĕненме пуçланă.