Исхаков Камиль Шамильевич

Исхаков Камиль Шамильевич (Исхаков Камил Шамил улы), — Раççейри политик. 1949 çулхи нарăс уйăхĕн 8 Хусан хулинче çуралнă.

Пурнăçĕ тӳрлет

1973 çулта Хусан патшалăх университечĕн физика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1965-1969 çулсенче Куйбышев ячĕпе хисепленекен химзавочĕн телефон станциĕнче связь электромонтёрĕ пулса ĕçленĕ.

1973-1980 çулсенче Совет районĕн ВЛКСМ комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1980-1988 çӳлсенче малтан Хусанти НПО "Алгоритм" ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕн кадрп режим ертӳçин çумĕ, кайран директорĕ, Хусанти шутлав техникипе информатикин НПО тĕп директорĕ, шутлав техникипе информатикăн СССР патшалăх комитечĕн ăслăлăхпа вĕрентӳ центрĕн директорĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.

1989 çулта Совет районĕн КПСС комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1989-1991 çӳлсенче Хусан хулин халăн депутачĕсен канашлăвĕн Исполком председателĕ вырăнĕнче вăй хунă.

1991 çулта Хусан хула администрациĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 14 ăна Инçет Хĕвеланăç федераллă округĕн полпречĕ вырăнне лартаççĕ. 2016 çултан – Тутарстан президенчĕн пулашуçи.