Индряков Иван Васильевич
ИНДРЯКОВ Иван Васильевич (1915-1993)—лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ Акчикасси ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Индряков Иван Васильевич | |||||||
Çуралнă вăхăт | 1915 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Акчикасси Хĕрлĕ Чутай районĕ Чăваш Республики РСФСР | ||||||
Вилнĕ вăхăт | 1993 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ | ||||||
Вилнĕ вырăн | Тбилиси Грузи | ||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||
Çар ăрачĕ | артиллерии | ||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1938-1939 тата 1941-1959 | ||||||
Хисеп | |||||||
Чаç | 323-мĕш стрелоксен дивизин 1086-мĕш стрелксен полкĕ | ||||||
Командăланă | батарея | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1941-мĕш çулта ăна тепĕр хут Хĕрлĕ Çар чĕнеççĕ. 1942-мĕш çулта вăл Кисанти артиллери училищине пĕтерет. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнчен фронтра. 1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Индряков лейтенант 1-мĕш Белорус фрончĕн 323-мĕш стрелоксен дивизин 1086-мĕш стрелксен полкĕн батареин командирĕ. Белоруси операци вăхăтĕнче палăрать[1]..
1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Гомель облаçĕн Рогачёв районĕнчи Великое Лядо ялне ирĕке кăларнă чухне Индряков батарене тăшмансем çавăрса илеççĕ. Индряков йĕри тавра оборона йĕркелесе ункăна титать, кайран пехотăна ялта тăшмансене аркатма пулăшать. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Могилёв-Бобруйск çул çинчи çапăçура Индряков батареи тăшманăн 2 танкне тата 44 машинине пĕтернĕ, çавăнпа нимĕçсем Березина урлă каялла каçма пултарайман[1]..
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 22.08.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ[1].
Вăрçă хыççăн Совет Çарĕнче хĕсметре юлнă. Лениградри аслă артиллери шкулне пĕтернĕ. 1959-мĕш çулта майор Индряков запаса тухнă. 1993 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Грузири Тбилиси хулинче вилнĕ.
Чысĕсем
тӳрлет- Ленин орденĕ
- 2 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- медальсем
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Индряков Иван Васильевич (выр.). [1]. çăлкуçран архивланă 1 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2013.
Вуламалли
тӳрлет- Шаблон:Книга:Герои Советского Союза
- Навечно в сердце народном. 3-е изд., доп. и испр. Минск,1984. / стр.197.
- Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд., испр. и доп. Чебоксары, 1980. / стр.284-289.
Каçăсем
тӳрлетИндряков Иван Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
.