Ингрид Бергман

Ингрид Бергман (швед. Ingrid Bergman; 29 çурла 1915 - 29 çурла 1982) — швед тата американ актриси. Американ кино ÿнер институчĕн рейтингĕнче — 100 çул хушшинчи 100 аслă кино çăлтăрĕ AFI версийĕ тăрăх — 4-мĕш вырăн йышăнать. Виçĕ хут «Оскар» тата «Давид ди Донателло» парнисене илме тивĕçнĕ, тăватă хут — «Ылтăн глобус», икĕ хут — «Эмми» парнисене, «Тони» (1947) парнине пĕрремĕш хут илекенĕ.

Ингрид Бергман
Ingrid Bergman
Фото
Çуралнă вăхăт: 1915 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Стокгольм, Швеци
Вилнĕ вăхăт: 1982 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ (67 çулта)
Вилнĕ вырăн: Лондон, Аслă Британи
Гражданлăх: Flag of Sweden.svg Швеция
Професси: актриса
Карьера: 1934-1982

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет
 
14 çулхи Ингрид

1915 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Швецинчи Стокгольм хулинче çуралнă.

Ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна куккăшĕ ӳстерме пуçланă. Ингридан актриса пулас шухăша вăл хирĕçлемен. Стокгольм патшалăх драма театрĕ çумĕнчи шкула вĕренсе пĕтернĕ.

17 çулта Ингрида тĕрĕслӳсем хыççăн Стокгольмри Патшалăх драма театрне ĕçлеме илнĕ, анчах тепĕр çултанах вăл фильмсенче ÿкерĕнес шухăшпа унтан тухать.

1934 çулта вăл пĕчĕк сăнара выляса кинора хăйне пĕрремĕш хут кăтартнă. Ку вăл 1934- мĕш çулта Э. Адольфсон «Граф из Мункбру» фильмĕнче вылянă роль пулать(экрансем çине 1935- мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче тухнă). Унччен Ингрид Г. Скуглундăн 1932- мĕш çулхи пуш уйăхĕнче экрансем çине тухнă «Международный» фильмĕнче эпизодлă рольте, черетре тăракан хĕрача пулса вылянă, — унăн хушаматне титрсенче кăтартман.

Вуннă ытла швед тата пĕр нилĕç фильмĕсенче ÿкерĕнсен, вăл Голливудран Дэвид Селзник продюсертан «Интермеццо» (1939) фильмра ÿкерĕнме йыхрав илет.

1940- мĕш çулсенче Ингрид актёр пултарулăхне Михаил Чехов шкулĕнче вĕреннĕ.

1942- мĕш çулта Ингрид Бергман «Касабланка» фильмри хăйĕн пултаруллă актёр ĕçĕ-хĕлĕнчи чи витĕмлĕ те чаплă ролĕсенчен пĕрне — Ильза Ланд рольне вылянă.

1945- мĕш çулта Ингрид «Чи лайăх актриса» ятне илсе «Оскар» парнине çĕнтерсе илет.

1949- мĕш çулта Ингрид Бергман Голливудран тухса каять — унăн пурнăçĕнче йывăр самана паçланать; пĕрремĕш упăшкипе Петтер Линдстрёмпа уйрăлать, кĕçех Роберто Росселлинипе пĕрлешет, пĕрремĕш хĕрĕ Америкара ашшĕпе юлать, виçĕ ачине — Робертино, Изабеллапа Изоттана — пăхса ÿстерет, çав вăхăтрах кинора Роберто Росселлини фильмĕсенче те ÿкерĕнет, театрта та вылать. Изабелла Росселлини ÿссе çитĕнсен паллă актриса пулса тăрать.

Хăйĕн пурнăçĕ çинчен «Моя жизнь» кĕнеке çырса хăварнă.

 
Актрисан пĕрремĕш ролĕ, 1934

1982 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Лондон хулинче кăкăр ракĕ чирĕнчен вилнĕ.

Фильмографи

тӳрлет
  • Интермеццо (1939), Анита Хоффман ролĕ
  • Джекилл тухтăр тата мистер Хайд (1941), Иви Петерсон ролĕ
  • Касабланка (1942), Ильза Лунд (Ласло) ролĕ
  • Камшăн чан çапаççĕ (1943), Мария ролĕ
  • Газовый свет (1944), Паула Альквист Антон ролĕ
  • Заворожённый (1945), доктор Констанс Питерсон ролĕ
  • Колокола Святой Марии (1945), сестра Мэри Бенедикт ролĕ
  • Дурная слава (1946), Алисия Губерман ролĕ
  • Триумф аркки (1948), Жоан Маду ролĕ
  • Жанна д'Арк (1948), Жанна д'Арк ролĕ
  • Под знаком Козерога ( 1949), леди Генриетта Фласки ролĕ
  • Стромболи, Турă çĕрĕ (1950), Карин ролĕ
  • Европа 51 (1952), Ирен Жирар ролĕ
  • Путешествие в Италию (1953), Катерина Джойс ролĕ
  • Жанна д'Арк кăвайтра (1954), Жанна д'Арк ролĕ
 
Касабланка фильмри ролĕнче, 1942
  • Анастасия (1956), Анна Корева / Анастасия ролĕ
  • Елена и мужчины (1956), Елена Сокоровска ролĕ
  • Милый сэр (1958), Анна Кальман ролĕ
  • Постоялый двор шестой степени счастья (1958), Глэдис Эйлуорд ролĕ
  • Любите ли вы Брамса? (1961), Паула Тесье ролĕ
  • [Гедда Габлер]] (1963), Гедда Габлер ролĕ
  • Визит (1964), Клара Цаханассьян ролĕ
  • Желтый Роллс-Ройс (1964), Герда Миллетт ролĕ
  • Цветок кактуса (1969), Стефани Дикинсон ролĕ
  • «Тухăç экспресĕнчи» вĕлерӳ (1974), Грета Олссон ролĕ
  • Кĕркуннехи соната (1978), Шарлотта Андергаст ролĕ
  • Голда ятлă хĕрарăм (1982), Голда Меир ролĕ

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет