Роберто Росселлини

Роберто Росселлини (итал. Roberto Gastone Zeffiro Rossellini, 8 çу 1906 - 3 çĕртме 1977) — итал кинорежиссёрĕ, кинори неореализм юхăмне «Рим, уçă хула» (1945), «Пайза» (1946) тата «Германи, нуль çулĕ» (1948) фильмсенчен тăракан «вăрçă трилогипе» уçса никĕслекенĕ. 1947-мĕш çулта «Ылтăн пальма турачĕ» илме тивĕçнĕ.

Роберто Росселлини
Roberto Rossellini
Фото
Çуралнă вăхăт: 1906 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Рим, Итали
Вилнĕ вăхăт: 1977 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕ (71 çулта)
Вилнĕ вырăн: Рим, Итали
Гражданлăх: Flag of Italy.svg Италия
Професси: кинорежиссёр, сценарист
Карьера: 1936 - 1977

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Росселлини Рим хулинче ĕçĕ-хĕлĕнчи ăнăçлă архитектор кил-йышĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Римра пĕрремĕш кинотеатр туса лартнă, мĕн ачаран Робертон тÿлевсĕр курас килнĕ таран кино курма май пулнă. Çамрăклах вăл кинопа çыхăннă тĕрлĕрен ĕçсене кÿлĕнсе пăхнă, кино ĕçĕнчи тĕрлĕ енлĕ пысăк пĕлӳ-хăнăху туяннă. Робертон шăллĕ, Ренцо Росселлини, унăн чылайăш фильмĕсен валли кĕвĕсем çырнă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Росселлини аптăрава лекнĕ. Пĕр енчен, хăйĕн ĕлĕкрен палланă Витторио Муссолини пулăшнипе вăл официаллă киноиндустринче малалла ĕçленĕ, тепĕр енчен — вăрттăн алă камерипе антифашистлă репортажсем ÿкернĕ.1938-мĕш çулта пĕрремĕш документлă, 1941-мĕш çулта вара — пĕрремĕш илемлĕ фильм ÿкернĕ. Вăрçă пĕтес умĕн ÿкернĕ, тĕрĕссипе каласан, сценарисĕр тата профессиллĕ вылякансемсĕр ÿкернĕ «Рим, уçă хула» фильм пысăк шăв-шав çĕклесе вăрçă хыççăнхи европа кинематографĕн çĕнĕ манифесчĕ пулса тăнă. Тĕп ролĕнче вылякан Анна Маньянипе режиссёр хушшинче юратуллă çыхăну пуçланнă.

«Рим» хыççăн Росселлини хăйĕн пултарулăхĕнчи тĕп вырăн йышăннă вăрçă темипе çĕнĕ фильмсем хайланă, — «Германи, нуль çулĕ», «Генерал Делла Ровере», «Римра каç пулнă». 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче Росселлини Италире çех мар, Европара те чи паллă режиссёр пулса тăрать. Голливудри вăй-хăватлă продюсер Дэвид Селзник ăна «Ĕмĕт фабрикине» ĕçлеме чĕнет.

 
Росселлини тата Бергман, 1951 çул

1948-мĕш çулта Росселлини голливуд паллă выляканĕ, Ингрид Бергмантан, пĕрле ĕçлеме сĕнекен çыру илет, тепĕр çултанах «Стромболи» фильм ÿкерме пуçлать, тĕп ролĕнче Ингрид Бергман вылять. Çапла вара кино кун-çулĕн чи паллăрах юрату пуçланать. Роберто Росселлинипе Ингрид Бергман çывăхланни халăх шухăш-кăмăлне пăтратнă, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те мăшăрлă пулнă, Бергманан пĕр ача, Росселлинин икĕ ача пулнă. Вĕсен ывăлпа икĕ хĕр çуралнă, вĕсенчен пĕри — Изабелла Росселлини, паллă модель тата актриса пулса тăнă. Росселлинипе Бергманăн пĕрлехи кино ĕçĕсем хăй вăхăтĕнче куракансен те, тиркевçĕсен хушшинче те ăнăçуллă пулман. Ÿнер енчен илсен вĕсем Микеланджело Антониони пек режиссёрсен малашри экзистенциаллă шырав çулне уçса хунă. 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче вĕсен çулĕсем уйрăлаççĕ.

Тĕп ролĕнче Витторио Де Сика вылякан «Генерал Делла Ровере» (1959) фильмĕ режиссёрăн юлашки ăнăçлă ĕçĕ пулса тăнă.

1950-мĕш çулсен вĕçĕнче вăл хăйне нумай пайлă Инди çинчен хывнă документлă проекта халаллать. Ку вăхăтра унăн вырăнти сценари çыракан хĕрарăмпа юратуллă çыхăну пулать, лешĕ унран ача çуратать. Инди çинчен фильма сивлен йышăнни тата историллĕ фильм «Ванина Ванини» кăтартура ăнăçманни Росселлинине 1963-мĕш çулта пресс-конференци пуçтарса пĕлтерӳ калама хистенĕ; ку тарантан вăл кино ĕçне пăрахса халăх валли пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан ĕçсем лартма тытăнать.

Телекурăм валли Росселлини пĕтĕмĕшле пĕлӳллĕ XIV-мĕш Людовик, Сократ, Паскаль, Сăваплă Августин тата Ассизи Францискӗ кун-çулĕсем çинчен, унсăр пуçне Чаплă Лоренцо тапхăрĕ çинчен 3-пайлă фильмсем ÿкернĕ. Çĕнĕ меле пĕрремĕш хут «XIV-мĕш Людовик влаçа илни» (1966) франци телефильмĕнче курма пулать, кунта вăл неореализм илем принципĕсене кĕпе-тумтирлĕ кинора хута янă.

Росселлини чĕри аптранипе Римра, 1977-мĕш çулта, 71-ре вилсе кайнă.

Фильмографи тӳрлет

Телекурăм валли ÿкернĕ фильмсем тӳрлет

  • L'India vista da Rossellini (miniseries) (1959)
  • Torino nei cent'anni (1961)
  • L'Età del ferro (1964)
  • La Prise de pouvoir par Louis XIV (1966)
  • Idea di un'isola (1967)
  • Atti degli apostoli (miniseries) (1969)
  • La lotta dell'uomo per la sua sopravvivenza (series) (1970)
  • Сократ (1971)
  • Паскаль (1972)
  • Медичи тапхăрĕ (1973)
  • Cartesius (1974)
  • Concerto per Michelangelo (1977)


Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет