Инçет Тухăç чукун çулĕ

Инçет Тухăç чукун çулĕ Хабар, Тинĕсçум енĕсен, Якути, Амур облаçĕн, Еврей автономи облаçĕн территорипе пырать. Çул управленийĕ Хабаровск хулинче.

Инçет Тухăç чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Инçет Тухăç чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1936
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Хабаровск
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЧÇ»
Телеграф кодĕ: ДВост
Хисеп кодĕ: 96
Тасăлăвĕ: 5990,6 км [1]
Çулăн веб-сайчĕ
ИТЧÇ управлени çурчĕ

Çул тытăмĕ

тӳрлет

Çул Байкал лешьен чукун çулĕпе (Архара, Штурм чарăнусемпе), Тухăç-Çĕпĕр чукун çулĕпе (Хани чарăнăвĕпе), Китай чукун çӳлĕсемпе (Рассыпная Падь) тата КХДР (Хасан чарăнăвĕ) чикĕ тытать. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çул шутне малтан Байкал-Амур магистралĕнче (БАМ) пулнă тухăç пайĕ кĕрет.

Çул шутне Владивосток, Хабаровск, Комсомольск, Тында уйрăмĕсем кĕреççĕ. Çулăн паллă çыхă чарăнăвĕсем: Хабаровск-2, Известковая, Биробиджан, Волочаевка-2, Комсомольск-Амур-çинчи, Совет Гаванĕ, Сибирцево, Уссурийск, Барановский, Угловая, Çĕнĕ Ургал, Тында, çаплах порт çумĕнчи пысăк чарăнусем: Владивосток, Находка, Находка Восточная, Ванино.

Кун-çулĕ

тӳрлет
  • Инçет Тухăс çулĕнчен малтан кунта 1891—1897 çулсенче тунă Уссури чукун çулĕ пулнă
  • 1936 çулта Уссури чукун çулне Амур (Свободный хула) тата Инçет Тухăç (Хабаровск хули) пайсене уйăрнă.
  • 1939 çулта Инçет Тухăç чукун çулĕ шутĕнчен Тинĕççум (Ворошилов-Уссурийский хули).
  • 1947 çулта Комсомольск-Амур-çинчи — Совет гаванĕ йĕрне хута янă, çавна пула вара Сахалина, Магадана тата Камчаткăна япала куçармалли çул 1000 км кĕскелнĕ.
  • 1953 çулта Инçет Тухăç чукун çулĕ шутне каллех Тинĕсçум чукун çулне хушнă.
  • 1957—1958 çулсенче Хабаровск уйрăмĕн вăйĕпе Кĕçĕн Тинĕсçум чукун çулĕ (Ача-пăча чукун çулĕ) ĕçе кĕрет.
  • 1963 çулта Кăнтăр-Сахалин çулне Инçет Тухăç шутне кĕртнĕ.
  • 1992 çулта ИТЧÇ шутĕнчен Сахалин чç кăларнă.
  • 1997 çулта Байкал-Амур чукун çулне тепĕр хут йĕркеленĕ, çак çулăн управленине салатнă, Çурçĕр Байкал уйрăмне Тухăç-Çĕпĕр çулĕ, Тындăпа Ургал уйрăмĕсене — Инçет Тухăç шутне кĕртнĕ (1996 çулхи чӳк, 20 Раççей Федераци правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕ).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.