Открыть главное меню

Игнатьева Валентина Ивановна

Игнатьева Валентина Ивановна

Игнатьева Валентина Ивановна, (1956 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ, Çавалкас ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш ăсчахĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1998), доцент (2000)[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕТӳрлет

1956 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралнă.

Канашри педагогика училищинчен (1976), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш шкул учителĕсен хатĕрлекен факультетĕнчен (1980) вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса 11 çул ĕçленĕ, çав шутра 9 çул Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта вырăсла калаçакан ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1991 çулта В.И. Игнатьевăна Республикăри вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен института чĕнеççĕ, кунта вăл 2 çул хушши аслă преподавательте ĕçлет. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хурать: малтан чăваш чĕлхипе литература кафедрин аслă преподавателĕ, каярахпа — чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Ӗçленĕ хушăрах аспирантурăра вĕренет, 1998 çулта «Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

2001-2004 çулсенче чăваш чĕлхи кафедрин пуçлăхĕнче вăй хурать, 2004 çултанпа çĕнĕрен йĕркеленнĕ чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине ертсе пырать.

Тĕпчев ĕçĕсем:Тӳрлет

В.И. Игнатьевăн тĕпчев ĕçĕсен тĕп теми — чăваш чĕлхине иккĕмĕш чĕлхе евĕр вĕрентмелли ĕç меслетлĕхĕ. Çак темăпа вăл 15 çул ытла ĕçлет, çав хушăра учительсемпе шкул ачисем валли 30 ĕçе яхăн пичетлесе кăларнă.

Шкул кĕнекисем:

  • Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 2-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1993, 1998;
  • Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1995, 2000;
  • Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1997, 2003;
  • Чăваш чĕлхи. Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн вĕренӳ планĕпе ĕçлекен 1-4 классен программисем. - Шупашкар, 1994;
  • Чувашский язык: Справочник для учащихся начальных классов русской школы. - Шупашкар, 1998;
  • «Чăваш сăмахĕ» кĕнекепе ĕçлемелли меслет кăтартăвĕсем. 1,2,3,4 классем валли. - Шупашкар, 1993, 1994, 1995, 1997, 2001.

Чыславсемпе парнесемТӳрлет

  • РСФСР Çутĕç минисерствин Хисеплĕ хучĕ (1991),
  • «Профессиллĕ аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» палли (2006),
  • Чăваш Республикин Çутĕç тата çамрăксен политики минисерствин хисеплĕ хучĕсем[2].

ВуламаллиТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет