Микки Микули (чăн ячĕ Иванов Николай Иванович), — литература пĕлевçи. 1929 çулхи раштавăн 16 халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районне кĕрекен Лешкас Асламас ялĕнче çуралнă.

ССРП ÇП пайташĕ (1958), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1958).

Пурнăçĕ

тӳрлет

Чăваш педагогика институтĕнче, аспирантурăра пĕлӳ пухнă.

Шкулта, чăваш кĕнеке издательствинче, тĕпчев институтĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçатпа «Ялав» журнал редакциĕсенче, университетра ĕçленĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Критикăлла статьясем, тĕпчев ĕçĕсем çырать. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ ăна уйрăммăн кăсăклантарать.

Пурĕ 10 ытла кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «Чăваш сăвви»;
  • «Поэзи сипечĕ»;
  • «Чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай» (1978);
  • «Поэт хавалĕ» (1984);
  • тата ыттисем.

Вырăсла тухнисем:

  • Время и стих (Вăхăт тата сăвă йĕрки, 1981);
  • тата ыттисем.