Ефремова Екатерина Иосифовна

Екатери́на Ио́сифовна Ефре́мова (26.11.1914, Якурккел ялĕ, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Нурлат районĕ, Тутарстан) — 26.2.2000, Шупашкар, Чăваш Республики) — эреш-тĕрĕ ӳкерçи, чăваш халăхĕн алă тĕррине упрас ĕçре вăй хунăскер.

Ефремова Екатерина Иосифовна
Çуралнă вăхăт: 1914, чӳк, 26
Çуралнă вырăн: Якурккел ялĕ, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Нурлат районĕ, Тутарстан), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 2000, нарăс, 26
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Пулса тухни: çĕр ĕçтешĕсенчен
Гражданлăх: СССР
Вĕренӳ: Мускаври ӳнер-промăçлăх техникумĕ||Мускаври патшалăх декор-майлаштару ӳнерĕн институчĕ
Сĕм: М. С. Спиридоновр Софья Владимировна Ильинская Ольга Константиновна Бельчикова Иван Сергеевич Простов
Чыславсем:
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
Хисепсем:
Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1980)

РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи, ЧАССР халăх ӳкерçи.

БиографиТӳрлет

АчалăхĕТӳрлет

Екатерина Ефремова Якурккел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Осип (Иосиф) Ефремович Ефремов — шкулта ачасене вĕрентнĕ. Катя пиллĕк çул тултарсан ашшĕ çĕре кĕнĕ. 1923 çулта амăшĕ ачасене илсе тăван çĕрне Чăваш автономи облаçне, Çĕрпӳ уесĕнчи Мамликасси ялне куçса кайнă. Унта кукамăшĕ хĕрачана чăваш халăх эрешĕ паллаштарнă, тĕртме, тĕрлеме вĕрентнĕ[1].

ЯшлăхĕТӳрлет

Шупашкар куçса килсен, Екатерина çичĕ çуллăх хапрăк-савут шкулне пĕлӳ пухма кĕнĕ, çав хушăрах М. С. Спиридоновран сăрăпа çырма вĕреннĕ. Пурнăçĕ тăршшипех унăн хĕрĕпе — Августа Моисеевнăпа — туслă пулнă.

1930-мĕш çç. М. С. Спиридонов Екатеринăна тĕрĕсене тĕпчеме ĕçе илнĕ. Чăваш халăхĕн ӳнерĕ унăн пĕтĕм пурнăçне ярса илнĕ.

Мускавра вĕренниТӳрлет

1932 çулта, шкултан вĕренсе тухсан, Е. И. Ефремова Мускаври ӳнер-промăçлăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Эреш-тĕрĕ уйрăмĕнче ăна декор-майлаштару ӳнерĕн паллă ӳнерçисем — Софья Владимировна Ильинская, Ольга Константиновна Бельчикова, Иван Сергеевич Простов — пĕлӳ панă. Хăйĕн диплом ĕçне — чăваш тумне, алă тĕррипе — Ефремова «питĕ лайăх» хӳтĕленĕ.

Шупашкара таврансан, Е. И. Ефремова «Чăваш тĕрри» экспорт базинче техник-ӳкерçĕ вырăнĕнче тăрăшнă. 1939-па Чăваш çĕвĕçĕсен промăçлăх артелĕсен базинче ĕçленĕ.

1940 çулта Е. И. Ефремова Мускаври патшалăх декор-майлаштару ӳнерĕн институчĕн ӳнер керамики факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та вăрçăна пула 1943 çулта кăна вĕренĕве малалла тăсма пултарнă. 1948 Ефремова институтри вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ. Диплом ĕçне — чăваш эрешлĕ керамик савăчĕсене — В. Пруссаков паллă ӳкерçĕ пулăшнипе тата В. А. Фаворский хутшăннипе хатĕрленĕ.

ПултарулăхĕТӳрлет

ÇемьеТӳрлет

Пултарулăх ĕçĕсемТӳрлет

Е. И. Ефремова хайланисем Чăваш Республикинче, Мускавра, Санкт-Петербургра музей фондĕсенче упранаççĕ.

Паллă ĕçĕсем:

КуравсемТӳрлет

  • 100 çул тултарнине асăнса ирттернĕ курав, Шупашкар, ЧПӲМ.
  • Ăслăх-практика конференцийĕ, 100 çул тултарнине асăнса. ЧПГĂИ, ЧГХМ.
  • 105 çул тултарнине асăнса. Шупашкар, Чăваш тĕрри музейĕ (Чăваш наци музейĕн филиалĕ)

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Кочеткова Л. Д., Поликарпова А. А. «Дарить людям радость» (к 100-летию со дня рождения художника по вышивке, заслуженного художника РСФСР и Чувашской АССР, народного художника Чувашской АССР Ефремовой Екатерины Иосифовны) Архиври копи, 20 Раштав уйăхĕн 2016 Wayback Machine çинче // БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2014

ЛитератураТӳрлет

  • Екатерина Иосифовна Ефремова: (чувашский художник по национальной вышивке и орнаменту).- Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1969. — 1 л.: ил. — (Серия моногр. буклетов «Художники Чувашской АССР» / под ред. А. Г. Григорьева).
  • Ефремова Екатерина Иосифовна // Чувашская энциклопедия. Т. 1. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006.
  • Минеева В. А. Тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова / Мастер вышивки Екатерина Ефремова (на чув. яз.) — Чебоксары: Чув. гос. ин-т гуманитарных наук, 2008. 48 с., илл.

КаçăсемТӳрлет