Долган чĕлхи
Долга́н чĕлхи — долган халăхĕн чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Красноярск Енĕн (РФ) Таймыр (Долган-Ненец) муниципаллă районĕн кăнтăр тата кăнтăр-тухăç енĕсенче (малтанхи Дудинка тата Хатанга районĕсем), çаплах Якутин Анабар улусĕнче сарăлнă. Калаçакансен йышĕ — 1 пине яхăн çын (çырав, 2010).
Долган чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Долган тыла, һака тыла |
Патшалăхсем: | РФ |
Регионсем: | Красноярск Енĕн Таймыр районĕ |
Калаçакансен пур йышĕ: | 1054 (2010, çырав)[1] |
Статус: | тăнăç мар |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай чĕлхисем (тавлашуллă) | |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | |
ISO 639-3: | dlg |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Этимологи
тӳрлетЯкут пĕр йăхĕн — Долган этносĕнсен — тăван чĕлхи.
Классификаци ыйтăвĕсем
тӳрлетТĕрĕк чĕлхисен шутне кĕрет. Лингвистика енчен çивĕчрех тишкерсен, якут чĕлхин диалекчĕ пулать, çапах та уйрăм тата эвенк чĕлхи сĕмĕ айĕнче аталанса пурăннă хыççăн чĕлхе статусне панă.
Лингвогеографи / Хальхи лару-тăру
тӳрлетАреал тата çырулăх
тӳрлет2010 çулхи халăх çыравĕпе долган чĕлхипе 1054 çын калаçаççĕ. Вĕсенчен 793 çын Красноярск Енĕнче, 96 — Якутире пурăнаççĕ[2].
Диалектсем
тӳрлетНорильск, пясин, авам, хатанга тата попигай пуплевĕсене палăртаççĕ.
Çырулăх
тӳрлет1933 çулта якут чĕлхипе букварь пичетленĕ. 1961 çулта кĕске долган тексчĕсене «Советский Таймыр» хаçатра пичетленĕ. 1973 çулта долган чĕлхипе пĕрремĕш кĕнекене — Огдо Аксёнова саввисен пухмачне кăларнă. Çак кăларăмра вырăс алфавичĕпе тата хушма сасă паллисемпе Дь дь, Һ һ, Ҥ ҥ, Нь нь, Ө ө, Ү ү усă курнă. 1984 çулта пĕрремĕш долган букварĕ кун çути курнă.
Долган пĕрремĕш алфавичĕ: А а, Б б, В в, Г г, Д д, Дь дь, Е е, Ё ё, Ж ж, З з, И и, Иэ иэ, Й й, К к, Л л, М м, Н н, Ӈ ӈ, Ӈь ӈь, О о, Ө ө, П п, Р р, С с, Т т, У у, Уо уо, Ү ү, Үө үө, Ф ф, Х х, Һ һ, Ц ц, Ч ч, Ш ш, Щ щ, Ъ ъ, Ы ы, Ыа ыа, Ь ь, Э э, Ю ю, Я я[3].
Хальхи долган алфавичĕ[4]
А а | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё | Ж ж |
З з | И и | Й й | К к | Һ һ | Л л | М м | Н н |
Ӈ ӈ | О о | Ө ө | П п | Р р | С с | Т т | У у |
Ү ү | Ф ф | Х х | Ц ц | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ъ ъ |
Ы ы | Ь ь | Э э | Ю ю | Я я |
«Таймыр» хаçатра долган чĕлхипе материалсем тухкалаççĕ.
Лингвистика характеристики
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Перепись-2010
- ^ Владение языками населением коренных малочисленных народов РФ по отдельным субъектам 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Аксенова О. Е. Бэсэлээ буквалар. — Красноярск: Красноярское кн. изд-во, 1990.
- ^ Аксенова Е. Е. Букварь. СПб, 2001
Литература
тӳрлет- Андросова С. И.: Долганский язык // Языки мира. Тюркские языки. М, 1997.
- Убрятова Е. И.: О языке долган // Языки и фольклор народов сибирского Севера. М.; Л., 1966;
- Убрятова Е. И.: Язык норильских долган. Новосиб., 1985;
- Stachowski M.: Dolganischer Wortschatz. Krakow, 1993;
- Stachowski M.: Dolganischer Wortschatz. Supplementband, Kraków 1998;
- Stachowski M.: Dolganische Wortbildung, Kraków 1997.