Дедушкин Николай Степанович

Дедушкин Николай Степанович, (1915, пуш, 28, Тутарстан, Пăва районĕ, Элшел ялĕ — 1995, раштав, 31, Шупашкар, Чăваш Ен) — литература тĕпчевçи, тишкерӳçи, СССР ÇП пайташĕ (1964), филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1964).

Николай Дедушкин
Çуралнă чухнехи ят: Николай Степанович Дедушкин
Çуралнă вăхăт: 1915, пуш, 28
Çуралнă вырăн: Элшел ялĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Пăва районĕ Тутарстан)
Вилнĕ вăхăт: 1995, раштав, 31
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш литературин тишкерӳçи, тĕпчевçи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ Халăхсен туслăхĕ орден
Дедушкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Литературăри хастарлă ĕçĕсемшĕн Халăхсен туслăхĕн тата «Хисеп Палли» орденĕсене тивĕçлĕ пулнă.


23 ҫул ытла И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра доцентра ӗҫленӗ. Вӑл — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 7 монографи авторӗ, кртика статйисен авторӗ.


Пурнăçĕ

тӳрлет

1915 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи ((халĕ Пăва районĕ Тутарстан) Элшел салинче çуралнă.

1933 çулта вăл Хусанти педагогика техникумне вĕренсе тухнă та Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче ачасене чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентме тытăннă. 1936–1940 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн ăна кĕнеке редакторĕ тата вĕрентӳçĕ вырăнĕнче ĕçе хăварнă.

1940 çулхи авăн уйăхĕнче Дедушкина Хĕрлĕ Çара илнĕ. Взвод командирĕ, аслă инструктор пулнă. 1945 çулта яппунсемпе çапăçнă. Вăрçă вĕçленсен Николай Дедущкин киле таврăнман, 1961 çулчен хĕсметре тăнă, полковник хисепне çити ӳснĕ.

1967-1978 çулсенче вăл Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пынă.

1995 çулхи рашрав уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Дедушкин литература тишкерӳ ĕçĕсене студент чухнех пичетленме тытăннă.

Николай Степанович чăваш çыравçисем тата вĕсен кĕнекисем çинчен нумай статьясем çырнă. Пичетлесе кăларнă кĕнекисем:

  • «Чувашская литература в период Великой Отечественной войны» (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăваш литератури, 1962);
  • «Самана уттипе» (1975);
  • «Пурнăç илемĕпе хавхаланса» (1988)

Асăнмалăх

тӳрлет
  • Элшел ялĕнче Н.С.Дедушкин çурални 100 çул тултарнă тĕлне Асăну хăмине уçнă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет