Дагестанăн Нухай районĕ
Нухай районĕ - Дагестанăн чи пысăк районĕ. Район администрациĕ Терекли-Мектеб салинче вырнаçнă. Районăн çурçĕр енчи кӳрши — Калмăк Республики, хĕвеланăç енчи — Ставрополь Ен, кăнтăр енчи — Чечен Республики, хĕвелтухăç енчи — Дагестанăн Тарумовск районĕ.
Нухай районĕ | |
Патшалăх | РФ |
---|---|
Статус | муниципаллă район |
Кĕрет | Дагестан |
Администраци центрĕ | Терекли-Мектеб |
Лаптăк | 9000 çм² |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3 |
Районăн пуçлăхĕ — Аджигайтканов Рашид Нарбекович.
Халăх йышĕ
тӳрлетРайонта пурĕ 22,6 пин çын пурăнать. Пĕтĕм халăх йышĕнчен :
1998 :
- 79,7 % - Нухайсем ( 13.4 пин çын ) ;
- 9,0 % - Даргинсем ;
- 2,3 % - Вырăссем ;
- 2,2 % - Чеченсем ;
- 1,7 % - Кумăксем ;
- 1,2 % - Аварсем.
2002 :
- 85,7 % - Нухайсем ( 18.6 пин çын ) ;
- 8,2 % - Даргинсем ;
- 1,5 % - Чеченсем ;
- 1,2 % - Вырăссем ;
- 1,1 % - Кумăксем ;
- 0,3 % - Аварсем.
Çутçанталăк
тӳрлетРайонта çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть тата çутçанталăк газĕ кĕреççĕ.Районти çĕрсем çеçенхирлă-тăмлă тăпраллисем.Ногай районта кăнтăр тата çурçĕр енре пушхирсемте пур.
Ялсемпе саласем
тӳрлетТерекли-Мектеб, Боранчи, Карагас, Карасу, Кумли, Кунбатар, Нариман, Эдиге т. ыт.