Грезин Владимир Николаевич

Грезин Владимир Николаевич, — прозаик. 1934 çулхи чӳк уйăхĕн 11 Мари Элĕн Юрино районĕнчи Барницы ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи юпа уйăхĕн 5 вилнĕ.

1996 çултанпа Раççей Федерациĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Горький хулинчи юханшыв училищинче вĕреннĕ. Вăтам Атăл параходствинче капитан пулса ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Унăн калавĕсемпе хайлавĕсем çак кĕнекесенче пичетленнĕ:

  • «Избушка на курьих ножках» (1987);
  • «В долгах и шелках» (1992);
  • «Капитанский мостик» (1994);
  • тата ыттисем.