Георгий Тал-Мăрса

Зайцев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Георгий Тал-Мăрса - Зайцев Георгий Васильевич (26.11.1895, Упи ялĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ, халĕ Çĕпрел районĕ, Тутарстан — 7.12.1921, Ачинск, Красноярск Ен, РСФСР) — чăваш драматургĕ, прозăç, артисчĕ, режиссёрĕ, тăлмачĕ[1].

Георгий Тал-Мăрса
Çуралнă вăхăт: 1895, чӳк, 26
Çуралнă вырăн: Упи ялĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ халĕ Çĕпрел районĕ, Тутарстан
Вилнĕ вăхăт: 1921, раштав, 7
Вилнĕ вырăн: Ачинск, Красноярск Ен
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти Раççей, Чăваш Ен прозăç, драматургĕ, тăлмачĕ
Жанр: проза, драма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Биографи

тӳрлет

1895 çулхи чӳкĕн 26-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Упи ялĕнче (халĕ Çĕпрел районĕ, Тутарстан) çуралнă.

1909 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ унăн умĕнчи хăйĕн алăкне уçнă. 1915 çулта Перремĕш Тĕнче вăрçине лекет те Карпатра йывăр аманать. 1918-1920 çулсенче Зайцев Хусанти археологи институтĕнче пĕлӳ пухнă.

1920 çулта тăван яла таврăннă, ун чухне Атăл тăрăхĕнче выçлăх алхаснă, вара Георгий Çĕпĕре тухса кайнă.

Ачинск педтехникумĕнче вĕрентнĕ, анчах та сасартăк тиф амакне çакланнă та 1921 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Халăх юррисене пуçтарнă, сăвăсем çырнă, вырăс тата ытти чĕлхесенчен 40 пьесăна чăвашла куçарнă. Чăваш театрĕ валли 9 пьеса хайланă.

“Кам айăпĕ”, “Силпи – пăлхар пики”, «Вăйлисен айăпĕ», “Çĕнĕ пурнăç шурaмпуçĕ”.

Вуламалли

тӳрлет
  • Ваçанка, Н. Актер– драматург, Тăван Атăл. – 1947. – № 28. – С. 109–117.
  • Eрмилов, А. Георгий Тал-Мăрса, Канаш. – 1995, чӳк, 25.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет