Вырăскасси ял вулавăшĕ
Вырăскасси ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче вырнаçнă ял вулавăшĕ. Çуткӳль тата Вырăскасси ялĕсене кĕнекесемпе тивĕçтерет. Вулавăш 1988 çулта купаласа лартнă ялти культура çуртĕнчи иккĕмеш хутра вырнаçнă.
Вулавăшра пурĕ 9364 кĕнеке упранать. Вĕсенчен 1807-шĕ чăваш чĕлхи çинче. Пурĕ 554 çын килсе çӳрет, вĕсем пурĕ вулавăша 9920 хут килсе кайнă. Пурĕ вĕсене 11922 кĕнеке алăна панă, вĕсенчен 5410-шĕ чăваш чĕлхи çинче.
Истори
тӳрлетЯл вулавăшне 1927-1929 сулсенче ĕçленĕ вулавăш çурчĕ вырăнĕнче йĕркеленĕ. Малтан Çуткӳль ялĕнче ĕçленĕ, кайран, 1952 çулта ăна Вырăскасси ялне куçарнă.
Вулавăшăн пĕрремĕш библиотекарĕ вырăнĕнче Курнавăшра çуралнă А.В. Игнатьев пулнă. Вăл вулавăш тата культура çурчĕн ĕçĕсене ертсе пынă, ял çыннисемпе, шкулпа тачă çыхăну тытнă.
1965 çултанпа вулавăш заведующийĕ вырăнĕнче Степанов Виктор Ильич ĕçленĕ.