Ворошиловка (юханшыв)
Ворошиловка — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Тăмта (выр. Темта) шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв Кĕçĕн Ворошиловка ятлă пушă ял çывăхĕнче вырнаçнă вăрмантан юхса тухать. Мăн Ворошиловка (выр. Большая Ворошиловка) çити кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхать, кайран вара çулĕ хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Рогово ялтан икĕ çухрăм кăнтăралла Тăмта шывĕпе пĕрлешет.
Ворошиловка юпписен шучĕ сахал, пысăккисем çук. Мăн Ворошиловка патĕнче пĕвеленĕ.
Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Кĕçĕн Ворошиловка (пушă ял), Мăн Ворошиловка.