Власов Андрей Андреевич
Власов Андрей Андреевич (авăн, 14 1901, Чулхула кĕпернинчи Ломакино салинче — çурла, 2 1946, Мускав) — совет генерал-лейтенанчĕ (1942), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Германи çарĕ енне куçнă.
Власов Андрей Андреевич | |
Пурнăç тапхăрĕ | 14 авăн 1901 - 01 çурла 1946 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Ломакино, Чулхула кĕперни |
Вилнĕ вырăн | Мускав |
Алпусни | Власов А. А. |
Çар карьери
тӳрлет1920 Власова Хĕрлĕ Çара хĕсмете илнĕ. Командир курсĕсенче вĕренсе тухсан Кăнтăр фронтĕнче шурă гвардисемпе çапăçнă. 1922 çултанпа Власов командир тата штаб ĕç вырăнĕсене йышăннă, çаплах вĕрентӳ ĕçĕпе те хăтланнă. 1929 çулта Аслă çар командирĕсен курсĕсенчен вĕренсе тухнă. 1930 çулта ВКП(б) ĕретне кĕрет. 1935 - М. В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче пĕлӳ пухать. 1937—1938 ç.ç. Ленинград тата Кейӳ çар тăрăхĕсенче çар трибуналĕн юлташĕ. Стрелоксен 99-мĕш дивизине тĕрĕслесен, Власов, дивизии командирĕ вермахтăн çапăçу тактикине тĕпчесе вĕренни пирки рапортра пĕлтерет. Комдива ареслеççĕ, Власова унăн вырăнне лартаççĕ. 1938—1939 Власов çар-канаш элчисен ушкăнĕпе Китайра пулать, Чан Кайши аллинчен Ылтăн Вĕрçĕлен орденне тивĕçет. 1940 Власов генерал-майор шайĕпе дивизие ертсе пырать, Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕç пулать. 1941 кăрлачра Власов — Кейӳ çар тăрăхĕн 4-мĕш механикăланă корпусĕн командирĕ, тепĕр уйăхран ăна Ленин орденĕпа палăртаççĕ.
Власов вăрçăна Львов патĕнче механикăланă корпус командирĕ ĕç вырăнĕнче кĕтсе илет. Хăйлаллă ĕçсемшĕн ăна тав тăваççĕ те Кейӳне хӳтĕлекен 37-мĕш çара параççĕ. Хаяр çапăçусем хыççăн сапаланса кайнă çăр пайĕсем тухăçалла çĕмĕрсе тухма пултараççĕ, Власов хăй аманать – хоспитăле лекет. 1941 чӳк Сталин Власова чĕнет, 20-мĕш çара йĕркелеме хушать.
Раштавăн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Уçланкă ялĕ (мускав Кремлĕнчен 27 çухрăмра) патĕнче совет 20-мĕш çарĕ (ертӳçи — генерал Власов) нимĕçсен 4-мĕш танк çарĕн тапăнăвне чарса лартать, çак ăнăçу Мускав çапăçăвне выляса илме çав тери сумлă ӳсĕм хушать. Власов хăй çав вăхăтра хоспитăльре выртнă (те ангинăпа, те сифилиспа).
Лама шывĕ çинчи çапăçусемшĕн ăна генерал-лейтенант çарти ятне панă, Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçтернĕ. Власовпа юнашар Рокоссовскийĕн тата Говоровăн çарĕсем паттăррăн кĕрешнĕ.
1942 пуш уйăхĕнче ăна Ленинград хупăрлавне татма йĕркеленĕ Волхов фрончĕн ертӳçĕн çумĕн ĕçне хушаççĕ. Анчах çак чух Власовăн ĕç-хĕлĕ ăнăçсăр пулать, вара ăна хӳтеленсе йывăр çапăçакан 2-мĕш Чышăллă çара ертсе пыма куçараççĕ.
Нимĕçсем енне куçни
тӳрлет1942 çулăн çуркунне хупăрлава лекнĕ 2-мĕш Чышăллă çарăн (Волхов фрончĕ) ертӳçĕ пулнă май, 1942 утă, 11 кивĕ тĕнпе пурăнакан Туховежи ялĕнче Власов вермахтăн 18-мĕш çарĕн 28-мĕш пехота полкĕн патрульне парăнать (тепĕр версипе – ăна ял старости тыткăна сутать).
Винницăри çар тыткăнĕнчи аслă офицерсен лагерĕнче Власов нимĕç нацисчĕсемпе пĕрле ĕслеме килĕшет, «Раççей халăхĕсен ирĕклĕх комитетне» (РХИК) тата тыткăнри совет çар çалтакĕсенчен пухнă «Вырăс ирĕклех çарне» (ВИÇ) ертсе пыма килĕшет (вулăр Власовсем). 1945 çу, 12 Власова 1-мĕш Белоруси фрончен 25-мĕш танк корпусĕн çар тĕкĕрçисем Пльзень патĕнче (Чехословаки) анăç оккупации пайне каçнă чух ярса илеççĕ. Власова Конев маршал штабне илсе пыраççĕ, унтан ăна Мускава турттараççĕ[1]. Тӳре ĕçĕ тăрăх Власов Тăван Çĕршыва сутса айăпа кĕнĕ тесе йышăннă. СССР Аслă сучĕн Вăрçă коллегин йышăнăвĕпе ăна 1946 çулхи çурла, 2 çакса вĕлернĕ.
Каçăсем
тӳрлет- А. А. Власов — Почему я стал на путь борьбы с большевизмом (Открытое письмо генерал-лейтенанта А. А. Власова: Заря, 3 марта 1943 г.)
- Русское Освободительное Движение — Смоленская декларация
- Манифест Комитета Освобождения Народов России (Прага, 14 ноября 1944 года)
- Russian Volunteers in the German Wehrmacht in WWII (Lt. Gen. Władysław Anders and Antonio Muňoz {ed.})
- Штрик-Штрикфельдт В. К. Против Сталина и Гитлера: Генерал Власов и Русское Освободительное Движение Изд. «Посев», 2003. ISBN 5-85824-005-4
- Предатель или порядочный солдат? Новые факты к спору о генерале А. А. Власове 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Путь к предательству» 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мистика ордена Ленина № 770"
- Генерал Хольмстон-Смысловский. Личные воспоминания о генерале Власове
- Илья Смирнов «Коричневые пятна истории»
- Илья Смирнов. ИнтерNAZIонал
Вуламалли
тӳрлет- Александров К. М. Офицерский корпус армии генерал-лейтенанта А. А. Власова, 1944—1945. СПб., 2001.
- Александров К. М. Против Сталина. Власовцы и восточные добровольцы во Второй мировой войне. Сб. статей и материалов. СПб., 2003.
- Александров К. М. Армия генерал-лейтенанта А. А. Власова 1944—1945. Материалы к истории *Вооружённых сил КОНР. СПб., 2004.
- Батшев В. С. Власов. Тома 1-4. Франкфурт-на-Майне, 2001—2004.
- Дробязко С. И. Русская Освободительная Армия. М., 2000.
- Ермолов И. Г., Дробязко С. И. Антипартизанская республика. М., 2001.
- Окороков А. В. Антисоветские воинские формирования в годы Второй мировой войны. М., 2000.
- Хоффманн И. История власовской армии. Париж, 1990.
- Цурганов Ю. С. Неудавшийся реванш. Белая эмиграция во Второй мировой войне. М., 2001.
- Колёсник А. Н. Генерал Власов — предатель или герой? М., 1991;
- Пальчиков П. А. История генерала Власова // Новая и новейшая история. 1993. N 2.
- Шикман А. П. Деятели отечественной истории. Биографический справочник. Москва, 1997.
- Квицинский Ю.А. Генерал Власов: путь предательства. М., "Современник", 1999.
- Коняев Н. М. «Два лица генерала Власова. Жизнь, судьба, легенды» М., 2001
- Стаднюк И. Ф. Исповедь сталиниста. — М.: Патриот, 1993. — 415 с. Тираж 30 000 экз.
- Финкелыштейн Ю. Е. «Свидетели обвинения: Тухачевский, Власов и другие…(Проклятые генералы)» СПб.: Журнал «Нева», 2001
- Александров К. «Туховежи — Сиверская: 60 лет назад. Как был взят в плен генерал-лейтенант А. А. Власов». Общественно-политический журнал «Посев» № 7 2002 °C. 27 — 29
- Westerburg E.-J. Deutschland und Russland: Zu den außenpolitischen Konzepten des deutschen Widerstandes und der Vlasov-Anhänger im 2. Weltkrieg, Erlangen, 2000 (Вестербург Е.-Й. Германия и Россия: К внешнеполитическим концептам германского сопротивления и сторонников Власова во 2-ой Мировой Войне, Эрланген, 2000)