Кузьма Антонович Великов
(Великов Кузьма Антонович ҫинчен куҫарнӑ)
Кузьма Антонович Великов – врач-невропатолог, медицина ăслăлăхĕсен тухтăрĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1909 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уесне кĕрекен Пилешкасси ялĕнче (халĕ Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕ) çуралнă. Хусан университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ (1931 ç.). 1937 çулччен Çĕрпӳ район больницин тĕп тухтăрĕ тата Çĕрпӳри фельдшер шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.
1937-40 çулсенче Мускаври 2-мĕш мединститучĕн нерв чирĕсен клиникинче ординатурине пĕтернĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çак клиникăрах ĕçленĕ.
1955 çултан пуçласа 1970 çулччен Калининти медицина институчĕн нерв чирĕсен кафедрине ертсе пынă. 1970 çулта тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ. 70 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |