Вăхăт Хакăлĕ
Вăхăт Хакăлĕ (акăл. Zeitgeist, the Movie) — Питер Джозефăн документлă фильмĕ, [1] фильмра виçĕ кавар теорийĕ: Тĕн, 2001 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнчи террор акчĕ тата АПШ федерацин резерв системи. Фильма 2007 çулхи çĕртмере Google Video хостингĕн сервисĕнче кăтартнă.
Вăхăт Хакăлĕ | |
Zeitgeist | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | Документлă фильм |
---|---|
Режиссёр | Питер Джозеф |
Продюсер | Питер Джозеф[1] |
Сценари авторĕ |
Питер Джозеф |
Тăсăлу | 118 мин.[1] |
Бюджет | 7000 $ |
Патшалăх | АПШ |
Чĕлхе | акăлчан |
Çул | 2007 |
IMDb | ID 1166827 |
Кунçулĕ
тӳрлет«Вăхăт Хакăлне» пĕрремĕш хутчен 2007 çулхи çĕртме, 25 кăларнă хыççăн вăл тӳрех Google Video сервисĕнче видео пăхассипе мала тухать.[2] Фильма темиçе чĕлхене — арап, полхар, испан, итал, китай, нимĕç, норвег, поляк, португал, вырăс, серб, словак, франци, япон тата урăх чĕлхесене — куçарнă.[3] «Вăхăтăн чун-чĕмне» официаллă Google Video видеохостингĕ тата BitTorrent урлă сараççĕ. 2008 çулта «Вăхăтăн чун-чĕмĕ» çулсеренхи «Активист» V кинофестивалĕн парнине туянать.[4]
2008 çулхи юпан 2-мĕшĕнче фильмăн Вăхăт Хакăлĕ: Хушма тăсăмне кăларнă.
Тытăмĕ
тӳрлетПĕрремĕш пайĕнче Библин истори пĕлтерĕшне уçса параççĕ. Авторсем шухăшланипе, Иисус — аллегориллĕ персонаж; Библи Ииусус Христос çуралличенхи авалхи чылай тĕнчесенче пулнă астрологи принципĕсемпе никĕсленет[5]. Автор Хĕвеле Турă вырăнне хурса пуççапнă малтанхи тĕнчесене танлаштарса пăхать, Хĕвел тĕрлĕ тапхăрта тӳпере куçса пыракан вуниккĕ çăлтăрлăхпа Иисус тата унăн вуниккĕ вĕренекенĕсем хушшинче параллель тытса пырать. Фильмăн пĕрремĕш пайĕнче çаплах хальхи христианлăхпа хĕрес символĕ халăх тĕнĕн пулса тухнине çирĕплетекен хăшпĕр сăлтавсене кăтартать.
Унсăр пуçне, авторсен шучĕпе, «пĕтĕм тĕнче» христос тĕнне кĕни Рима Европăра политика влаçне илме пулăшать.
Пĕрремĕш пайĕ: Чи мăнаç кун-çул
тӳрлет
Иккĕмĕш пайĕ: Глобальлĕ сценари
тӳрлет«Вăхăтăн чун-чĕмĕ» фильмăн иккĕмĕш пайĕнче 2001 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнчи ĕç-пуçа Афганистанпа Иракри вăрçăна пуçлас шухăшпа халăха хумхантарса хапăллаттарасшăн тата пĕтĕм тĕнчери террор ирсĕрне хирĕç кĕрешес пирки американ халăхĕн граждан прависене хĕстерсе чакарас сăлтав тупăнтăр тесе АПШ правительстви шутласа тунине кăтартнă. «Вăхăтăн чун-чĕмĕ» çак теракта юриех майлаштарнă текен версие ĕнентерет. Бен Ладен ертсе пынă вунтăххăр арап (тăххăрĕшĕ халĕ те сывă пурăнаççĕ) этемлĕх кун-çулĕнчи пур енчен те вăйлă ирсĕр ĕçе йĕркелеме пултарайман. Çĕнĕ Йоркри Пĕтĕм тĕнче суту-илӳ центрĕн çурчĕсене малтанах ишĕлса анма хатĕрлесе хунă пулнă: ПСЦ тĕп колоннисене унченех термит хутăшлĕ сирпĕнӳ хатĕрĕсемпе авăрласа хунă, самолётсем пырса çапăнсан вара вĕсене аякран чĕртсе янипе çуртсем хăвăрт та майлă ишĕлсе аннă (çапса илнĕ пĕр видео çеç пурри те иккĕлентерет, ăна монтаж мелĕпе тума пклтарнă), çакна нумай тĕслĕхсемпе куракансем пĕлтереççĕ. Çаплах фильм Пентагон çине самолёт ӳксе çĕмĕрнĕ официаллă версиине чăн мар тесе çирĕплетет.
Виççĕмĕш пайĕ: Чаршав хыçĕнчи çынсем
тӳрлетФильмăн виççĕмĕш пайĕнче XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче банкирсем (Джон Морган, Джон Рокфеллер тата урăххисем) картель йĕркелесе АПШ-н пĕтĕм финансă ресурсĕсене ярса илсе, тĕнчере хуçаланма шухăшланă. Çак çынсен ушкăнĕ хăйсен финансă ресурсĕсемпе тата пайăр çыхăнусемпе усă курса, этем пĕрлĕхĕнче финансă ахăрсамани туса ирĕклĕ банксене юхха кăларма тăрмашнă. Питер Джозефăн шухăшĕпе, çак электронла кавар теорийĕ патне илсе пырать. Виççемĕш пайĕнче çаплах АПШ ФРС улталас пĕр тĕллевпе — наци пурлăхне вăрласа вăрçă, политика тата этеплĕх пулăмĕсене тĕрĕслесе тытса пырса хăйсен пуйса пырасси,[6], çак вара, фильм авторĕсен шухăшĕпе, олигархи ертсе пыракан планета-патшалăха илсе çитерет.
Малалли пулать: Вăхăт Хакăлĕ — Хушма
тӳрлетПремьера 2008 çулхи юпан 2-мĕшĕнче çулсеренхи V «Артивист» кинофестивалĕнче (Artivist Film Festival)[7] Лос Анджелесре, Калифорни, иртнĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 IMDb профиль
- ^ http://video.google.com/videorankings?type=viewed&range=m2008-02-01&cr=* Google Video сервисĕнчи чин умай пăхнă фильмсем
- ^ http://zeitgeistmovie.com/ фильмăн официаллă сайчĕ
- ^ http://www.marketwire.com/press-release/Artivist-Film-Festival-And-Awards-788818.html
- ^ http://www.irishtimes.com/newspaper/weekend/2007/0825/1187332519087.html
- ^ http://media.www.arbiteronline.com/media/storage/paper890/news/2007/10/15/Culture/zeitgeist.Raises.Real.Questions-3032256.shtml
- ^ http://www.artivists.org/
Çав. пекех
тӳрлет- Вăхăт Хакăлĕ: Хушма — тăсăмĕ.
- Империя добра — АПШ политики çинчен документлă фильм. Россия каналĕпе кăтартнă.
- Фаренгейт 9/11 — авăнăн 11-мĕшĕнчи кавар теорийĕ, Иракри вăрçă, Буша суйлани пирки фильм.
- Loose change (фильм) — авăнăн 11-мĕшĕнчи кавар теорийĕ пирки тепĕр фильм.
Каçăсем
тӳрлетДух времени (фильм) Викицитатникре? |
- Фильмăн официаллă сайчĕ (акăлч.)
- Неофициальный русский сайт фильма 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Украинский сайт фильма 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (укр.)
- Неполитическое движение "Дух времени" 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Критика первой части фильма (выр.)
- Критика первой части фильма(акăлч.)
- Критика первой части фильма 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)