Вăрман çывравçи
Вăрман çывравçи - питĕ йăрă та çивĕч чĕрчун; ытларах уçланкăсенче тата вĕтлĕхсенче тĕл пулать. Йăвине çак çывравçă йывăç тăррине шар евĕрлĕ тăвать. Апат шырама инçе çӳремест - тĕрлĕрен курăка, улма-çырлана çывăхрах тупать. Уйрăмах йĕкел, мăйăр, панулми юратать, тĕрĕлĕрен хурт-кăпшанка та кăмăлласах çиет. Çуркунне аçи амине шăршă тăрăх тупать. Пĕр уйăхран çурисем пулаççĕ, уйăх çурăран амăшĕнчен уйрăлса хăйсем валли йăва çавăраççĕ. Вăрман çывравçисене çăхансем, чакаксем, ула кураксем, тăманасем, сăсарсем тапăнаççĕ. Ӗмĕрĕ 3 çултан иртмест. Вăрман çывравçисем пирĕн тăрăхри вăрмансенче йышлăн пурăнаççĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |