Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (Шупашкар)
Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (выр. Монумент Воинской Славы) — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрлăхне халалланă монумент. Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн доминанчĕсенчен пĕрри шутланать.
палăк | |
Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ
| |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Патшалăх | Чăваш Ен |
Никĕсленĕ вăхăт | 1980 çул |
Хулан историлле пайĕ çумĕнче Атăл хĕрринчи çӳллĕ сăрт çинче, «Çĕнтерӳ» мемориал паркĕн територинче вырнаçнă.
Вăрçă Мухтавĕн монументне мăнаçлăн 1980 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче уçнă. Церемонине икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, вĕçевçĕ-космонавт А. Г. Николаев хутшăннă, монументпа юнашар вăл «Астăвăм аллейине» уçнă.
Монумента А.Щербаков скульпторпа Г. Я. Захаров архитектор тунă.
Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид3).jpg | Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид2).jpg | Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид4).jpg | Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид5).jpg |