Борисов Геннадий Арсентьевич

Борисов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Борисов Геннадий Арсентьевич (1949, Патреккел ялĕ ), — мусăкçă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1977), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1986).[1].

Геннадий Борисов
Тулли ят Борисов Геннадий Арсентьевич
Çуралнă вăхăт 1949, [[]]
Çуралнă вырăн Патреккел, Елчĕк районĕ, Чăваш Ен
Патшалăх СССР, Раççей Федерацийĕ
Профессисем баянçă, халăх пултарулăхне ертсе пыраканĕ

Пурнăçĕ

тӳрлет
  • Ашшĕ — ыйтса пĕлмен
  • Амăшĕ — Пелагея Васильевна Борисова
  • Кукашшĕ — ыйтса пĕлмен
  • Кукамăшĕ — ыйтса пĕлмен

Геннадий Арсентьевич Борисов каланинчен[2]:

  – Юрă-кĕвве юратаслăх аннерен – Пелагея Васильевна Борисовăран /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ куçнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Чăваш халăх юррисене, уяв кĕрекинче тăвансемпе пуçтарăнса шăрантаракан юрăсене чылай пĕлетчĕ вăл. Вĕсене чуна тивмелле юрлатчĕ, тарăн шухăша яратчĕ. Тасалăха çав тери кăмăллатчĕ хăй. Кĕçех Мăнкун уявне кĕтсе илетпĕр те, çак пысăк уяв умĕнхи эрнере унăн ырă сăнарĕ куç умне час-часах тухса тăрать.  

Геннадий Арсентьевич Борисов каланинчен[2]:

  – Чăннипех те килĕшетĕп. Çынна чăн та юрăç е музыкант, сăвăç е çыравçă, учитель е çĕр ĕçченĕ… пулма пÿрнĕ пулсан – шăпа çын хăй сисмесĕрех çав çул çине ертсе тухать ăна. Турă пани вăл хăех, хамăр сисмесĕрех вăранать çынра. Хальхи пекех астăватăп /ун чухне эпĕ 4-мĕш класс ачиччĕ/ Борис тете Кĕçĕн Таяпаран купăс илсе килнине. Аннен йăмăкĕн çемйи парнеленĕ ăна. Мана тыттармасть, аллине илсе нарт-нарт тутарать те, мачча каштинчен каялла çакса хурать. Питĕ выляс килет купăспа – тетерен хăратăп  

Геннадий Арсентьевич Борисов каланинчен[2]:

  – Хорăн историйĕ, чăн та, пуян. Патреккелте 1747 çултах чиркÿ çумĕнче хор пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта вĕрентекенре тăрăшнă Ольга Миловидова пуçарăвĕпе хор йĕркеленĕ. 1932 çултан хор çитĕнÿсем тума пуçланă май унăн ят-сумĕ çĕкленсех пынă. Тĕрлĕ çулсенче коллектива ертсе пырас ĕçе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшăннă. 1957-1967 çулсенче вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать. Вăл хор шăпишĕн чунне парса ĕçленĕ хушăра коллектив 1969 çулта ?эпĕ ун чухне салтакра/ «халăх» ята илет. Пултаруллă хĕрарăма ял совечĕн председателĕн должноçне шанса парсан çакăн евĕр ыйту тухса тăнă: мĕнлерех пулĕ хорăн ыранхи шăпи, коллектива малашне кам ертсе пырĕ? Ертÿçĕ пулма мана сĕнсен Мария Васильевнăна хама Елчĕкри культура çуртне ĕçлеме йыхравлани пирки пĕлтеретĕп.  

Г. А. Борисов — юрăсен авторĕ

тӳрлет

Геннадий Арсентьевич Борисов чылай юрăсен авторĕ пек паллă. Вăл шутра ăна «Куç харшисем мĕншĕн хура» текеннин авторĕ пек асăнаççĕ. "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" юррăн авторĕ пек кăтартакансем те пур[3][4]. Анчах та юлашки юррăн никĕсĕнче — тутар юрри (Сара Садыкова мусăкĕ, Ахмет Рашитов сăвви). Геннадий Арсентьевич ăна чăвашсем хушшинче сарас енĕпе вăй хунă пулмалла.

Ыйтăва малалла тĕпчемелле. Халлĕхе нумай япала ку енĕпе уçăмлах мар.

Килйыш пурнăçĕ

тӳрлет

Геннадий Арсентьевич Борисов каланинчен[2]:

  – Мăшăрăм Валентина Васильевна, Эдуард, Эльвира, Полина ачамсем, мăнукăмсем – манăн тĕрекĕм. Вĕсемех чунтан юратнă ĕçре вăй хума хавхалантарса пыракансем.  

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Смирнова В., ТУРĂ ПАНĂ ПУЛТАРУЛĂХ — Елчĕк ен хаçат, 13.07.2020
  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ 1, 2, 3 тата 4 Петрова, Елена. ХАЛĂХА АНЧАХ МАР, ПĂЧКĂНА ТА «ЮРЛАТТАРНĂ» — Елчĕк Ен хаçатран. 27.04.2019 Редакция Культура, Публикации, Человек дела
  3. ^ Смирнова В., Асăннă литература.
  4. ^ Çăкалăх. Чăваш паттăрне халаланă концерт. — 8:20 хыççăн пăхмалла.

Каçăсем

тӳрлет