Бенин кӳлмекĕ
Бенин кӳлмекĕ, — Анăç Африкăн кăнтăр енче вырнаçнă кӳлмек, Гвиней кӳлмекĕн пайĕ. Сент Пол сăмсахĕнчен пуçласа Нигер юханшывĕн кăкĕ хушши 640 çухрăм тăсăлать. Çыранĕ çӳллĕ мар, нумай çĕртре шурлăхлă. Лагунăллă вырăнсенче мангрсем ӳсеççĕ.
Кӳлмек хĕррине Гана, Того, Бенин тата Нигери патшалăхĕн çĕрĕсем тухаççĕ. Кӳлмеке пысăк Вольта юханшыв юхса кĕрет.