Открыть главное меню
Анăç Африкăри патшалăхсем

Анăç АфрикаАфрика континенчĕн пайĕ, вăтам Сахарăран кăнтăр енче вырнаçнă, анăçран тата кăнтăртан Атлантика океанĕн шывĕпе çăвăнать. Тухăç енчи чиккисем вырăнче Камерун тăвĕсем.

ГеографиТӳрлет

Анăç Африка шутне Сахель тата Судан, çавăн пекех Экваториаллă Гвинейĕн тропик вăрманĕсем кĕреççĕ. Сахельте нимĕн те çитĕнмест, Суданра саваннăсем чылай, океан хĕрринче тропик вăрманĕсен ярăмĕсем пур.

ХалăхĕТӳрлет

Сахара çумĕнче тата Мавританире çутăрах тĕслĕ ӳтлĕ берберсем, маврсем, кăнтăрарах — нигеро-кордофан халăхĕсем. Нумай анăçафриканецсем ислам тата христианлăх тĕнĕсемпе пурăнаççĕ.

ИсториТӳрлет

Европа çыннисем Анăç Африкăна киличчен Гана, Мали тата Сонгай патшалăхĕсем пулни паллă. XV ĕмĕртен пуçласа океан хĕрринчи çĕрсенче хăйсен колонисене португалсем, французсем тата акăлчансем йĕркелеме тытăннă, вĕсем чура сутă-илӳне тытнă, чура çынсене Америкăна сутнă.

Анăç Африка чылай вăхăт хушши «шурă çыннăн çăви» шутланнă. Тропик чирĕсем: маляри, сарă амак е сонная болезнь XVIII ĕмĕрте кунта куçса килнĕ Европа çыннисенчен 25 пуçласа 75 процентчен пĕрремĕш çултах çĕре кĕнĕ. Малалли çулсенче вунă процента яхăн çынсене вилĕм çавăрса илнĕ. Чирĕсене ӳпресем тата цеце шăнасем сарса çӳренĕ, тата çумăр сезонĕнче гигиена енчен кунта питĕ начар пулнă. XX ĕмĕр те колони чиккисем Анăç Европăра çирĕпленнĕ. 1960 çулта колонисем ирĕклĕхе тухма тытăннă.

АсăрхавсемТӳрлет

Çавăн пекехТӳрлет