Бактри чĕлхи
Пĕрлештермелле Бактр чĕлхи
Бактри чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | ари (αρια) [1] |
Патшалăхсем: | Бактри, Греци-Бактри, Кушан Империйĕ. |
Официаллă статус: | Патшалăх чĕлхи |
Çухалнă: | IX ĕмĕрте. Тӳрĕ нĕселĕсем çук. Таджик чĕлхинче, бактрисен нĕселĕсен чĕлхинче бактри чĕлхинчен чылай сăмах куçнă. |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | грек çырăвĕ, манихей çырăвĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | - |
ISO 639-3: | xbc |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Бактри чĕлхи — çухалнă вăта иран чĕлхи, Бактри, Греци-Бактрин çĕрĕнче, Кушан Империнче патшалăх чĕлхи шутланнă.
Тĕпчев кун-çулĕ
тӳрлет1957 çулчен вак укçасем тата алçыравĕсен пысăках мар фрагменчĕсем тĕл пулкаланă. 1957 çулта Сурх-Коталра, Багланран (Афганистан) инçех мар, курăнмалла пысăккăн çырнине тупнă. 1993 çулта Рабатакра (Сурх-Коталана çывăх) тепĕр пысăк та аван упранса юлнă çырнине асăрханă.
1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Лондонра авалхи япаласене пуçтаракансем сутакансем урлă чылай лайăх упранса юлнă бактри çырăвĕсемпе юридици докуменчĕсене туяннă. Вĕсене Николас Симс-Вильямс тĕпчесе вуланă.
Çырулăх
тӳрлетАлександр Македонскин Бактри харçи хыççăн унта грек-македон сатрапине йĕркеленĕ, авалхи грек чĕлхипе грек алфавичĕ патшалăх чĕлхи тата çырулăхĕ пулса тăнă. Бактрилле çырусен чылайăшне грек алфавитне «ш» сасине пĕлтерекен çĕнĕ ϸ сасă палли хушса çырнă. Турфан оазисĕнчи бактрилле алçырав текстĕнче манихей çырăвĕпе хайланă чылай фрагмент пур.
Вуламалли
тӳрлет- Sims-Williams, Nicholas (2007) Bactrian documents from Northern Afghanistan, Vol. 2: Letters and Buddhist texts. Studies in the Khalili Collection, 3 (2). London: The Nour Foundation in association with Azimuth Editions.
- Sims-Williams, Nicholas (2004) Recent discoveries in the Bactrian language and their historical significance. Society for the Preservation of Afghanistan's Cultural Heritage (Afghanistan).
- Sims-Williams, Nicholas (2001) Bactrian Documents from Northern Afghanistan, Vol I: Legal and Economic Documents. Oxford; New York: The Nour Foundation in association with Azimuth Editions and Oxford University Press.
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку тĕнче чĕлхисен пĕри пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |