Баданов Василий Михайлович
Васи́лий Миха́йлович Бада́нов 1895 çул, раштавăн 14-мĕшĕ, хальхи Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Малăклă районĕнчи Малаел ялĕ — 1971 çулхи акан 1-мĕшĕ, Мускав) — танк çарĕсен генерал-лейтенанчĕ. 2 степеньлĕ Суворов орденĕн 1-мĕш кавалерĕ — 1942-мĕш çулхи раштавра Тацинская станицине тунă рейдшăн.
Василий Михайлович Баданов | |||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1895 çул, раштавăн 14-мĕшĕ | ||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Малаел Чĕмпĕр кĕперни Раççей | ||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1971 çул, акан 1-мĕшĕ | ||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав Раççей | ||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||||||
Çар ăрачĕ | танк | ||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1915-1953 | ||||||||||
Хисеп | |||||||||||
Командăланă | 2-мĕш гварди танк корпусĕ , 4-мĕш танк çарĕ | ||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетВĕрентекен семинаринче вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче хĕсмете чĕнсе илнĕ. 1916-мĕш çулта Чугуеври çар училищине пĕтернĕ. Взводпа тата ротăпа командланă, поручик таран чинĕ ӳснĕ.
1917-мĕш çулта полк комитечĕн пайташĕ. Фронтран таврăнсан учитель пулса ĕçленĕ.1919-мĕш çултан граждан вăрçинче Хĕрлĕ Çарта (рота командирĕ, стрелоксен бригадин штаб начальникĕ). 1919-мĕш çултан ВКП(б) пайташĕ. Вăрçăсем хушшинче дивизи командирĕ таран ӳснĕ, Полтавăра çар училищипе командланă.
Баданов когда-то был учителем, а теперь напоминал командира времён гражданской войны. Но за внешней его простотой таился глубокий ум, твёрдая воля крупного военачальника. — Маршал авиации С. А. Красовский[1]
1941-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче Баданов 55-мĕш танк дивизин командирĕ, 1941-1942 - 12-мĕш танк бригадине ертсе пынă.
Он, в то время полковник, был назначен командиром 12-й танковой бригады, в которой я исполнял обязанности начальника штаба. В. М. Баданов был собранным, волевым человеком, и его полюбили в бригаде. Он умело руководил подразделениями, рискуя жизнью, смело шел в бой. — генерал-лейтенант танковых войск М. Г. Фомичёв[2]
1942-мĕш çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Бадаевăн 24-мĕш танк корпусĕ аркатнă италин 8-мĕш çарĕн позицийĕсем витĕр кăнтăралла васканă, Холлидт ушкăнне Тан-çи-Ростовран уйăрма тата Сталинградри ункăна татма хатĕрленнĕ тăшмана хăй енне туртма (Пĕчĕк Сатурн операци). 5 кунхи марш хыççăн корпус 240 км кайнă, Мышков юханшывĕ çинчи нимĕçсен оборонине путарса Тацинскине çитсе унти люфтваффе аэродромне арканă. Çак вăхăтра Раусăн тата Балкăн нимĕç дивизийĕсем Тацинская патне кунта çитнĕ корпуса хупăрласа илме васканă.
Помните Баданова, не забывайте Баданова, выручайте его во что бы то ни стало. — И. В. Сталин.[3]
Совет çăлкуçĕсемпе Баданов Тацинскине 28-мĕшĕнчен 29-мĕш каçчен хӳтĕленĕ, кайран, Ватутин хушнипе каялла чакнă
«в полном порядке отошёл в Ильинку, а через несколько дней уже успешно атаковал Морозовск».[4]
Нимĕç çăлкуçĕсемпе Баданов корпусне раштавăн 28-мĕшĕнче аркатнă, темиçе чаçĕн юлашкисем çеç каялла тухма пултарнă. [5] Çапăçусем вăхăтĕнче, раштавăн 26-мĕшĕнче. копруса 2-мĕш гварди танк корпусĕ ятне панă, Баланова 2 степеньлĕ Суворов орденĕпе чысланă. 1943-мĕш çулхи çĕртмерен 1944-мĕш çулхи пушчен Баданов 4-мĕш танк çарĕпе командланă. Çар Орел опрерацине хутшăннă.
Львов-Сандомир операци вăхăтĕнче Баданов йывăр аманнă, сывалнă хыççăн стройра юлнă - çар-вĕрентӳ системинче. Бронетанк çарĕсен çар-вĕрентӳ заведенисен тата çар хатĕрлев управленин пуçлăхĕ. 946-1950-мĕш çулсенче Тĕп çар группин бронетанк çарĕсемпе командланă, 1950-мĕш çулхи çу уйăхĕнчен Бронетанк çарĕсен çар-вĕрентӳ заведенисен управленин пуçлăхĕ. Çав çулах Генштаб çар академин курсĕсене пĕтернĕ. 1953-мĕш çулхи çĕртмерен запасра, 1961-мĕш çултан отставкăра.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Красовский С. А. Жизнь в авиации. — М.: Воениздат, 1968, c.169 (описываются события накануне Тацинского рейда)
- ^ Фомичёв М. Г. Путь начинался с Урала. - М.: Воениздат, 1976, с.8 (описываются события сентября 1941)
- ^ Жуков Г К. Воспоминания и размышления. В 2 т. — М.: Олма-Пресс, 2002, c.118 (о событиях 28 декабря 1942)
- ^ Жуков Г К. Воспоминания и размышления. В 2 т. — М.: Олма-Пресс, 2002, c.118
- ^ Пауль Карель. Восточный фронт. Книга вторая. М., ЭКСМО, 2003, ISBN 5-94661-061-9, с.90