Ахметьянов Рифкат Газизянович

Рифкат Газизянович Ахметьянов (тут. Әхмәтьянов, 1933-2018) — тутар филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Пушкăртри Иглин районĕнчи Турпаслă ялĕнче 1933 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Пушкăрт патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вырăс чĕлхипе литератури тата акăлчан чĕлхи вĕрентӳçинче, 1963 - 1995 çулсенче Тутарстанăн Ăслăх академийĕн чĕлхепе литература тата истори институтĕнче ĕçленĕ.

1969 çулта "Этимологические основы лексики татарского языка" темăпа кандидат дисертацине, 1933 çулта "Татарский язык в Волго-Камском языковом союзе" тухтăр тĕпчевне хӳтĕленĕ. 3 томпа тухнă "Тутарла-вырăсла пысăк словарĕ" пухса хатĕрлекенсенчен пĕри шутланать. Тĕпрен илсен, унăн ĕçĕ-хĕлĕ лексикологипе историллĕ фонетикăпа çыхăннă.

Чĕлхеçĕ чăваш чĕлхине тишкерсе тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ çырнă. Çтерлĕри педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе фольклорне вĕрентнĕ.

Пушкăрстанри Бирск хулинчи патшалăх педагогика институтĕнче тĕрĕк тата финн-укăр филологийĕн кафедрин пуçлăхĕ пулса вăй хунă.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Уйрăм кăларăмсем

тӳрлет
  • Сравнительное исследование татарского и чувашского языков: (фонетика и лексика), Мускав, 1978.
  • Общая лексика духовной культурынародов Среднего Поволжья. Мускав, 1981.
  • Общая лексика материальной культуры народов Среднего Поволжья, Мускав, 1981.

Статйисем

тӳрлет
  • "Случаи гаплологии и эллипсиса в чувашском языке и соответствующие им татарские словосочетания"// Проблемы словосочетаний в тюркских языках: Материалы науч. сессиии , НИИ яз., лит., истории и экономики при Совмине Чуваш. АССР, Шупашкар, 1975.
  • "О соответствиях звуков Р и Л в зоне татарско-чувашских контактов" // Источниковедение и история тюркских языков, Хусан, 1978.