Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хăмла пăхăр.
Ахаль хăмла
Ахаль хăмла
Ахаль хăмла
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Humulus lupulus

Ахль хăмла, е Явăнакан хăмла[1] (лат. Húmulus lúpulus) — кантӑр йышшисем (Cannabaceae) ямахатри Хăмла (Humulus) кăка кĕрекен чечеклĕ ӳсентăрансенчен пĕри, курăмлă тĕс.

Чăн хăмласăр пуçне, хăш чухне çак ятпах урăх ӳсентăрансене палăртаççĕ, сăмахран: Княжик (Atragene) L., Вьюнок (Convolvulus) L., Луносемянник (Menispermum ) L., çаплах хăшпĕр лутра ӳсекен хăмла сапаки евĕр курăка, сăмахран ака клеверĕ (Trifolium agrarium) L. тата Ахаль Чёрноголовка (Prunella vulgaris) L.

Кăкăн латтыньле ячĕ лат. humusçĕр, тăпра тени пулать, çак ĕнтĕ ӳсентăран çĕре сĕртĕнсе çитĕннине пĕлтерет темелле.

Усă курасси

тӳрлет

Хăмлапа медицинăра тата апат-çимĕç промăçлăхĕнче усă кураççĕ. Хăмла супкăмĕ сăра вĕретме чĕрри пулать. Тунинчен япăхрах хута хатĕрлеççĕ, çаплах михĕ çыхма тата вĕрен явма юрăхлă. Китайра хăмлан çамрăк çулçисемпе тут пурçăн арлавçин лĕпĕш хурчĕсене тăрантараççĕ.

Медицина

тӳрлет

Апата хушасси

тӳрлет

Бельгире хăмлан çамрăк хунавĕсене салата, яшкана тата соуса яраççĕ. Румынире çамрăк хунавсене спаржă вырăнне усă кураççĕ.

 
Кăнтăр Германири хăмла плантацийĕ.

Тахçанхи вăхăтранах хăмлана çăкăра тата тĕрлĕ кондитер çимĕçне хатĕрленĕ чухне усă курнă. Хăмлара ксантогумол чылай, çавăнпа хăмлапа сăра пĕçереççĕ. Хăмларан пылак эрех тăваççĕ. Хăмла пыл ăслин тĕп компоненчĕ пулса ĕçмене хаярлăха парать, унăн органолептик кăтартăвĕсене пахалатать. Хăмлара эфир тата дубиль япалалăхĕ чылай, çавсене пула вăл пыл эрехне çутăлтарать те йӳçесрен упрать.

Кăсăклă фактсем

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Хмель.jpg
Хăмла

Хăмла тунипе çулçисем йывăр металсен ионĕсене çăтса илме пултарать, çапла хăмла çулçисен 1 г биомасси 4,2 мг тăхлана çăтаять[2].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Humulus lupulus L. — Хмель вьющийся (выр.). Тĕрĕсленĕ 24 Раштав уйӑхӗн 2023.
  2. ^ http://www.provisor.com.ua/archive/2004/N14/art_25.htm — Журнал «Провизор», выпуск № 14 за 2004 г.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăcем

тӳрлет
 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «хăмла»