Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Нухрат (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем — вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхарта тата, çавăн пекех, Ылттăн Уртан Пăлхар улусĕнче кăларнă манитсем, нухратсем. Кунсăр пуçне Атăлçи Пăлхарта ют çĕртен кÿрсе килнĕ (импортланă) укçасем те çÿренĕ. Археологи тĕпчевĕсенче е ăнсăртран вĕсем те тупăнаççĕ.

Volga Bulgaria dirhams Mikail ibn Jafar
Микаил ибн Джафар ертÿçĕре чухнехи (930-мĕш çç. вĕçĕ - 940-мĕш çç.) Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем. Кĕмĕл. Станпа пустарнă. Эрмитаж фончĕсенчен
Volga Bulgaria dirhams Mumin ibn al-Hassan
Мумин ибн аль-Хасан ертÿçĕре чухнехи (970-мĕш çç. вĕçĕ - 980-мĕш çç.) Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем. Кĕмĕл. Станпа пустарнă. Эрмитаж фончĕсенчен

Паянхи куна мĕнпурĕ 600 штук тĕлнелле монголсемчченхи, импортламан тата вырăнти тытăмçăсемпе çыхăнтарнă нухратсене тупса палăртнă[1]. Тупнă манитсенчен чи пысăк пайĕ Микаил ибн Джагфар тытăмçă ячĕпе çыхăннă.

Шăпах çав нухртсем пулăшнипе ĕнтĕ, тĕпрен илсен, Атăлçи пăлхарсен монголсемчченхи тытăмçисен («патшисен») ячĕсене тупса палăртма май килнĕ[2]:

<Куçару: Тĕпрен илсен, нухратсене пула эпир Х ĕмĕрти пăлхар тытăмçисен ячĕсене тата укçа çапнă икĕ хулана — Пăлхара тата Сăвара — пĕлетпĕр. ХIХ ĕмĕрте виçĕ, ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче тăватă, ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен тĕлнелле — вунă ят çийеле тухнă. Паллă тутар ăславçи-нмизмачĕ А. Г. Мухамадиев çак тытăмçăсене асăнать: Абдуллах ибн Тегин, Джафар ибн Абдуллах, Насир ибн Ахмед, Эмир Биляр (Барман), Мечектай ибн Джафар, Микаче ибн Джафар, Абдулла ибн Микаче, Мубин ибн ал-Хасан. Чăн та, Насир ибн Ахмед ячĕллĕ нухратсене Суварта çапнă, анчах та А. Г. Мухамадиев вĕсене саманидсен Насир ибн Ахмед эмирĕ майлă майлаштарни вырăнне хурать. 1999-мĕш çулта, А. А. Молчанов тата Д. Г. Мухаметшин ĕçĕсем хыççăн, тата тепĕр ят паллă пулса тăнă — Абд-ар-Рахман ибн Мумин. Юлашки çулсенче Пăлхарти чавусенче каллех Х ĕмĕрти темиçе кĕмĕл дирхеме тупнă. Çапла вара тĕпчевсем тата тупусем малашне те пулмалла.>

Асăннă ятсем пурте арабсенни майлă майлаштарнисем темелле (çавна кура вĕсене халĕ, кайри хисеппе, «чăвашлатма» кирлĕ мар). Çав тытăмсăсен, параллеллĕ майпа, вырăнти урăхла ятсем те пулнă-ши е пулман-ши — ку паллă мар.

«Патшасен» титулĕсене «эмир» тесе кăтартнă, анчах «ялтавар» тени те пур.

Кĕмĕл кризисĕ[3][4]

тӳрлет

Х ĕмĕр вĕçнеллехи тата каярахри Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем курăнмаççĕ, тупăнмаççĕ. Ăславçăсем çакна кĕмĕл металĕ тĕлĕшпе ун чухнехи тĕнчере сиксе тухнă кризиспа çыхăнтараççĕ. Çапла вара, çав вăхăтри Атăлçи Пăлхар тытăмçисен ячĕсене пĕлме те майсем çукрах.

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Tornberg C.J. Numi Cufici Regii numophylacii Holmiensis quos omnes in terra Sueciae repertos digessitet interpreratus est Upsaliat. 1848. – 315 p.2.
  • Frahn C.M. Drei Munzen der Wolga-Bulgharen aus dem X. Jahrhunder n. Cht. В Mem.de I Acad. DesSc. 6 ser. – To. I. – Р. 171-204.3. * * Быков А.А., Фасмер Р.Р. // Советская археология. – М., 1968. №3. – С. 105-106.4.
  • Беговато Е.А. Две монеты Волжской Булгарии из Камского Устья. / Е.А. Беговатов // Проблемыхронологии волжских болгар. Тезисы научной конференции. – Казань, 1998. – С. 9-10.5.
  • Беговатов Е.А. Центральные города Волжской Булгарии по нумизматическим данным // Болгар ипроблемы изучения древностей Урало-Поволжья. – Болгар, 1999. – С. 75-76.6.
  • Губайдуллин К. О некоторых редких и неизданных монетах Волжских Булгар X века изнумизматической коллекции центрального музея ТССР. / К. Губайдуллин // МатериалыЦентрального музея ТССР. – Казань, 1927. – Вып. 1. – С. 1.7.
  • Кропоткин В.В. Булгарские монеты X века на территории Древней Руси и Прибалтики / В.В.Кропоткин // Волжская Булгария и Русь (к 1000-летию русско-булгарского договора). – Казань,1986. – С.38-62.8.
  • Молчанов А.А. О монетном чекане Волжской Болгарии конца X в. (дирхам Абд ар-Рахмана ибнМумина 387 г.х.) // Болгар и проблемы изучения древностей Урало-Поволжья. – Болгар, 1999. – С.73-75.9.
  • Мухамадиев А.Г. Древние монеты Поволжья. – Казань: Татарское кн. изд – во, 1990. – 157 с.10.
  • Мухаметшин Д.Г. Источниковедческая база к истории денежного обращения в Поволжье VI – XIвв. / Д.Г. Мухаметшин // Болгар и проблемы изучения древностей Урало-Поволжья. – Болгар,1999. – С. 71-73.
  • Мухаметшин Д.Г. Нумизматические находки из домонгольского слоя Казанского кремля //Международные связи, торговые пути и города Среднего Поволжья IX – XII вв. МатериалыМеждународного симпозиума. – Казань, 1999. – С. 235-237.12.
 
Richard Vasmer
Фасмер, Рихард Рихардович (1888-1938), нумизмат, ориенталист-арабист. Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕскер
  • Фасмер Р.Р. О монетах Волжских Болгар X века / Р.Р. Фасмер // Известия общества археологии,истории и этнографии при КГУ им. В.И. Ленина. – Т. XXXIII. Вып. I. – Казань, 1925. – С. 29-60.13.
  • Фасмер Р.Р. Об издании новой топографии находок куфических монет в Восточной Европе //Известия Академии наук СССР. 1933. 4-я серия. – № 6-7. –С. 473-484.14.
  • Федоров-Давыдов Г.А. Новые находки монет домонгольского времени в Восточной Европе / Г.А.Федоров-Давыдов // Труды государственного исторического музея, нумизматика в историческоммузее. – Москва, 2001. – С. 89-99.15.
  • Янина С.А. Новые данные о монетном чекане Волжской Болгарии X в.//МИА, №111: Тр. КАЭ. Т.IV. М., 1962. – С. 179-204.16.
  • Янина С.А. Второй Неревский клад куфических монет X в. // МИА. –№ 177: Новые методы вархеологии. Тр. НАЭ. – Т. III. М., 1963. – С. 287-331.17.
  • Янина С.А. Куфические серебряные монеты с Болгарского городища (1957 год) // МИА, №80 Тр.КАЭ. –Т. III, М., 1960. – С. 224-225
  • Безлюдовский клад Х в.: материалы и исследования. Сборник научных статей. Серия «Археология евразийских степей». Выпуск 18 / Гл. ред. П.Н. Петров. – Казань: Институт истории им. Ш.М

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Çăлкуçсем

тӳрлет
  • Волжская Булгария и Русь. Казань, 1986.