Элтепер
Эльтепер — авалхи тĕрĕксен иерархинче, çӳллĕ влаçа тытăмлакан умĕнчи автономлă, çапах та вассал шайĕнчи титул[2]
Элтеперсем авалхи тĕрĕксен вассалĕсем шутланнă — кăркăссем, карлуксем, азсем, уйгурсем тата урăх халăхсен «кĕпĕрнетĕр ĕçне» туса пыракан тытăмçă.
Тĕрĕк хаканлăхĕн (элĕн) титулатурине тĕпчесе Г. Дёрфер çакăн пек шухăша пĕлтернĕ:
«Эльтеперсем тытăмçă килйышне кĕмен пулсан та, тахçан коалицире тăнă авалхи ирĕклĕ йăхсенчен тухнă пулнă. Вĕсене хăйнемай автономипе тивĕçтернĕ»
.
Çырса хăварнă çăлкуçĕсенче VII ĕмĕртенпе (орхон çырнисем) карлуксен, уйгурсен тата урăх тытăмçăсем пирки асăннă чухне тĕл пулать[3]. Кăркăссен элтеперĕ чи малтанхи паллă хисеп шутланать. Пекина 648 çулта килнĕ вĕсен аслăраххин хисепне китай çăлкуçĕнче сы-ли-фа-ши-бо-цюй-а-чжань тенĕ. В. В. Бартольдăн сумлă шухăшĕпе, сы-ли-фа тĕрĕкле элтепер пулать. Литературăра урăхла ăнлантарнисем те пур.
Кăркăссен элтеперĕн, Г. П. Супруненко каланипе, çаплах ышбара хисепĕ те пулнă. Çапла, çак термин сюзеренĕн (VII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче — сейяньто) вассалĕ пулнине пĕлтернĕ.
Титулпа Хасар хаканлăхĕнче усă курнă, çак тивĕçе тĕрлĕ вăхăтра кавказ хунĕсен тытăмçи Алп-Илитвер[4], хорезм кнеçĕ Хатимолитбер[5] тата Атăлçи Пăлхарăн тытăмçи — Йăлтăвар [6] [7] [8] [9] [10] йышăннă.
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Угдыжеков С. А. Социальная структура раннесредневековых кыргызов. Абакан, 2003.
- Шервашидзе И. Н. Фрагмент древнетюркской лексики. Титулатура // Вопросы языкознания. 1990. № 3.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ The Countenance of the other (The Coins of the Huns and Western Turks in Central Asia and India) 2012-2013 exhibit: «Chorasan Tegin Shah». Kunsthistorisches Museum Vienna. 2012–2013
- ^ Малов С. Е. Памятники древнетюркской руничской письменности М.,Л., 1951 °C.31, 42; Кляшторный С. Г., Султанов Т. И. Государства и народы Евразийских степей. Древность и Средневековье. СПб.,2000. С.159.
- ^ Кляшторный С. Г. «Народ Аспаруха», гунны Кавказа и древнетюркский Олимп // Древнейшие государства Восточной Европы 1999. М.,2000 °C.123.
- ^ Мовсес Каланкатваци История страны Алуанк, кн.2, гл. XXXIII [1]
- ^ [История халифов Вардапета Гевонда http://www.vostlit.info/Texts/rus11/Gewond/frametext2.htm]
- ^ Marquart J.Osteuropaishe und Ostasiatishe Streifzuge. Liepzig 1903. P.288.
- ^ Zeki Validi Togan A. lbn Fadlan’s Reisebericht // AKM. 1939. В. 24. N 3
- ^ Ковалевский А. П. Книга Ахмеда ибн Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. Харьков, 1956 °C.122.
- ^ Артамонов М. И. История хазар. М., 2001 — С.338.
- ^ Новосельцев А. П. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа. М., 1990, гл 5-2, прим. 369.
Ку Ази историпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |