Х
Хх, — кириллица тата латиница çинче никĕсленекен алфавитсене кĕрекен, чăваш алфавитĕнчи çирĕм çиччĕмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «хă». Чăваш алфавитне вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Малтанхи хут 1737—1738 çулсенче хатĕрленĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне И.Я.Яковлев кĕртнĕ.
Чăваш сăмахĕсен пур позицийĕсенче те тĕл пулать: хамăр, тăхлан, çывăх.