Армути е эрĕм (лат. Artemisia) — кăткăс чечеклĕ çемьери ӳсентăрансен речĕ. Çутçанталăкра 400 яхăн тĕсĕ пулни паллă. Уйрăм тĕссен ячĕсем: хура эрĕм, шурă эрĕм тата ытти те.

Artemisia absinthium


Нумайçуллă ӳсентăрăнсемпе çурма тĕмĕсем, пĕтĕм çурçĕр çур чăмăрĕнче Евразин, Çурçĕрпе Кăнтăр Африкăн, Çурçĕр Америкăн вăтам ярăмĕсенче сарăлнă.

Ботаника енчен çырни

тӳрлет

Армути — икĕ- тата нумайçуллă (сайра — пĕрçуллă) ӳсентăран тата çурматĕмĕ, 3-150 см çӳллĕшлĕ, шултра йывăç тымарлă.

Армути тĕсĕсем

тӳрлет

Раççейпе çум çĕршывсенчи армути

тӳрлет

Раççейпе çум çĕршывсенче тĕл пулакан армутин тĕсĕ 180 ытла, вăл пур çĕрте те ешерет. Армути çурçĕр Казахстанра, Вăтам Азире, Кавказлешьенре, Украинăра (çеçенхир, пушхир çĕрĕнче) тĕл пулать. Армутин пур тĕсĕ те эфир çăвĕсемпе пуян, вĕсем тӳрех спиртлă шĕвексенче туйăнаççĕ (Армути водки). Çăва гидродистилляци меслечĕпе уйăрса кăлараççĕ.

Усă курни

тӳрлет
  • Сиплĕ курăка вар-хырăм эмелĕ вырăнне хураççĕ, малтан армутирен тунă шĕвеке шĕврĕлчене хирĕç усă курнă.
  • Тархун армути — шĕвексене хатĕрлемелли чĕр тавар.
  • Армути экстракчĕ алкоголь хăшпĕр шĕвекĕсем (абсент) тата эрехĕ (вермут) шутне кĕрет. Уйрăмах венкăрсен вермучĕ паха.
  • Хăш армути курăкĕ декоративлă пулнипе унпа çĕр питне чеченлетеççĕ.
  • Армутин хăш тĕсĕсен эфир çăвĕэфир çуне парфюмериипе косметикăра усă кураççĕ.
  • Хăш тĕсĕ, сăмахран Шурă çĕр армути (A. terrae-albae), Лерха армути (A. lerchiana), Хура армути (А. pauciflora), Полынь развесистая (А. diffusa),сурăх, качака, лаша, тĕве валли тăрантармалли çимĕç, уйрăмах ир çуркунне, кĕркунне тата хĕлле, пулать.

Вуламалли

тӳрлет
  • Флора СССР, т. 26, М. — Л., 1961; статья Полынь — Artemisia
  • Атлас лекарственных растений СССР, М., 1962

Каçăсем

тӳрлет