Абсент
Çак статья алкоголь ĕçми пирки. Çаплах «Абсент» ӳкерчĕк пирки статья пур.
Абсе́нт (фр. absinthe — армути, эрем) — 70% (хăш чухне 75 е 85%) алкогольлĕ хаяр алкоголь ĕçми. Абсентăн кирлĕ компоненчĕ — йӳçĕ армутин (лат. Artemisia absinthium) экстрачĕ, унăн эфир çăвĕсенче нумай туйон пур. Туйона пулах абсент чаплă пулать. Абсентăн урăх компоненчĕсем: рим армутийĕ, анис, фенхель, аир, пĕтнек, мелисса, лакрица, дягиль тата урăх курăксем.
Абсент | |
Тăван çĕршывĕ | Франци |
---|
Абсент симĕс изумруд тĕслĕ, çапах та янкăр, сарă, хăмăр, хĕрлĕ те пулать. Симĕс тĕс хлорофилла пула. Çутă çинче абсент тĕсе çухатма пултарать, çавăнпа ăна тĕксĕм-симĕс кĕленчене тултараççĕ. Хăйĕн тĕсне пула ĕçмене «Симĕс фея» витлев ят панă. Шыв хушсан абсент тĕксĕмленет, мĕншĕн тесен эфир çăвĕсем спирта шӳтернипе тĕпне анаççĕ[1].
Вуламалли
тӳрлет- Бейкер Ф. Абсент // [1]. — Новое литературное обозрение, 2002. — 10000 экз. — ISBN 5-86793-193-5
- Смирнов Е.А. Коньяк, виски, текила, абсент. — Харвест, 2004. — 320 с. — ISBN 985-13-1587-7
Каçăсем
тӳрлет- Известные коктейли на основе абсента 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Статья об абсенте на Sgustok Magazine