Айдак Аркадий Павлович
Аркадий Павлович Айдак (1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕ, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР — 2012 çул, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Республики, РФ)— СССР, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979), РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985). Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли», «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ (2012)[1].
Аркадий Павлович Айдак | |
Çуралнă вăхăт | 1937, çĕртме, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2012, авăн, 9 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР, Раççей Федерацийĕ |
Гражданлăх |
СССР → РФ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Чыславсемпе парнесем |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетАйдак Аркадий Павлович 1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпайра çуралнă. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагигика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1960 çулта ПСÇЛКС Чăваш обкомĕн вĕренекен çамрăксен инструкторĕ, 1961 çулта — ССКП Етĕрне райкомĕн пропагандисчĕ, ПСÇЛКСăн Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1962 çулта «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн парторганизацин пĕрремĕш секретарĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1964 çулта ăна «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн председателĕ пулма суйланă. Çак вырăнта вăл 43 çул тăрăшнă. Айдак ертсе пынă колхоз Совет Союзĕнче чапа тухать. Аркадий Павлович колхоз ертӳçинче вăй хунă тапхăрта 270 гектар лаптăк çинче çамрăк вăрман ӳсме тытăннă, 84 гектар лаптăк çинче 64 пĕве пӳлнĕ, «Ачак» этно-çутçанталăк паркне тата юланутçăсен шкулне (35 юланут) йĕркеленĕ, шкулсене, клубсене, санаторий туса лартнă.
Чыславсемпе парнесем
тӳрлетАркадий Айдака чылай орденпа тивĕçтернĕ:
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе,
- «Хисеп палли» орденĕпе,
- СССР ВДНХ ылтăн медалĕпе
- медальсемпе.
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994),
- Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997),
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979),
- РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985),
- Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕрйĕркелӳçи.
Аркадий Айдака СССР халăх депутатне (1989), Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне (1985) суйланă. Çаплах ăна вăл районти тата ял совечĕсен депутачĕ те пулнă.
Асăнмалăх
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Айдак А. П. И взойдут семена. 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. — 54 с.
- Аркадий Айдак, председатель колхоза "Ленинская Искра": Долгий, извилистый и трудный путь к относительной идиллии"
- Айдак А. П. И взойдут семена. — Шупашкар: Чувашское книжное издательство, 1993. — 54 с.
- "Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель", Шупашкар, 2021. [2]
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- 70 лет со дня рождения Аркадия Айдака 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тесные узы природы 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- dic.academic.ru — Большая биографическая энциклопедия. 2009.
- Аркадий Павлович Айдак. И взойдут семена. Предисловие. — www.forest.ru 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- www.biografija.ru
- Айдак ялĕнче — агрокласс
- Алексей Леонтьев: Айдака асӑнар..